АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 41 çул хыççăн

03 июля 2015 г.

Пĕрисем парта хушшине пĕрремĕш хут ларма хатĕрленеççĕ, теприсем шкул вĕренсе пĕтернине палăртса ăсату каçĕсем ирттерчĕç, виççĕмĕшĕсен вара вăтам пĕлỹ илни 40 çул ытла та иртрĕ. Çапла çав, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шăвать, шăвать...

41 çул. Сахал-и, нумай-и?! Анчах та тăван шкул, вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ юлташсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Çакна пулах июнĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1974 çулта вăтам пĕлỹ илнисен тĕлпулăвĕ иртнĕ. 41 çул каялла шкул пĕтерекенсем шкулта вĕреннĕ вăхăтсене аса илнĕ, З.Хораськинапа В.Михуткина (Селянкина) тата Р.Галимов вĕрентекенĕсем вĕсемпе уçă уроксем ирттернĕ. Тăван шкулпа паллашма вĕсене шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Любовь Кашкирова çулçỹреве илсе тухнă.

41 çул каялла вĕсем 36-ăн шкул пĕтернĕ, унтан алла професси илсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессисенче тĕпленнĕ. Кăçалхи тĕлпулăва вĕсем 15-ĕн пухăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика