03 июля 2015 г.
Паянхи терроризм - цивилизациллĕ халăха хăратакан вăй. Вăл юлашки çулсенче хăйĕн хаярлăхĕпе уйрăмах палăрса тăрать. Акă, террор актне пула пĕр айăпсăр çынсем - ачасем, хĕрарăмсем, ватă çынсем шар кураççĕ. Террористшăн çын пурнăçĕ çĕрти çỹпĕ хакне те тăмасть. Чăваш Енре террористсен синкерлĕх ĕçĕсем палăрмаççĕ пулин те пур çĕрте те асăрхануллă пулни кирлĕ.
Террористсене хирĕç пĕтĕм обществăн - патшалăхăн, право йĕркин хуралçисен, ятарлă службăсен çине тăрса кĕрешмелле. Раççей Федерацийĕнче хальхи вăхăтра ку енĕпе ĕçлессине вăйлатса пыраççĕ. Транспорт хăрушсăрлăхĕшĕн уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче обществăлла транспорт террористсемшĕн лайăх "мишень" пулса тăрать. Çавăнпа та кашни çыннăн паян асăрхану туйăмне вăйлатмалла.
Акă, хуçасăр сумка е çавăн йышши урăх япала выртнине асăрхасан кун çинчен ыттисене пĕлтермелле, полици ĕçченĕ-сене чĕнсе илмелле. Çакă паллă, террористсем халăх хушшинче ахаль граждансем пекех курăнма пултараççĕ. Анчах хăйне урăхларах тыткалакан çынна, унăн сăн-сăпатне, тумтирне, калаçăвне астуса юлма тăрăшмалла. Ăна харпăр хăй тĕлĕнче тытса чарма тăрăшмалла мар. Мĕншĕн тесен малтан хăвăр инкек тỹсме пултаратăр.
Çакна та каласа хăварас килет. Хуçасăр сумкăсене, сотовăй телефонсене, укçа енчĕкĕсене тĕкĕнме ан васкăр. Палламан çынсенчен парне илмелле мар.
Пĕтĕмĕшле илсен, паян уйрăмах обществăлла транспортра, автостанцире тата ытти çĕрте те асăрханулăх кирлĕ. Кун пек чухне эпир терроризма хирĕç çине тăрса кĕрешме пултаратпăр.