03 июля 2015 г.
Район больницин регистратури республикăри 21 регистратура хушшинче 8-мĕш вырăна тухнă. Çакă нумаях пулмасть Чăваш Енре иртнĕ конкурсра палăрнă.
Конкурса сасăлав мелĕпе ирттернĕ. Вăл тăватă уйăха тăсăлнă. Пациентсем ятарлă анкетăсене хуравласа регистратура хăтлăхне, унта ĕçлекенсен ыркăмăллăхне, пахалăхне палăртнă. Тухтăрсемпе кăмăллă е кăмăлсăр пулнине те, вĕсен ĕç графикĕ пурнăçланса пынине те кăтартнă.
Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн районсенчи чи лайăх регистратура Канашри тĕп больницăра пулни палăрнă. Хула регистратурисем хушшинче Шупашкарти пĕрремĕш клиника больници çĕнтернĕ. Республика шайĕнче Президентăн перинаталь центрне çитекенни пулман.
А.СЕМЕНОВА.