03 июля 2015 г.
Ĕнер Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем Рязань хулинче июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен иртнĕ Спартакиадăран таврăнчĕç. Эрнене яхăн пынă ăмăртусенче 15-17 çулхи яшсен çар хатĕрленĕвне кăтартма, çар эстафетинче тупăшма, пейнтболла выляма, чупма, сикме, ишме, граната ывăтма, турник çинче туртăнма тивнĕ.
Калас пулать, асăннă Спартакиада Раççей Спорт министерствин планĕнче чи пĕлтерĕшлĕ меро-приятисен шутĕнче тăрать. Çакăн пек пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма тивĕçни хăех пысăк чыс. Çавăнпа та çĕршывăн 39 регионĕнчен килнĕ командăсем хушшинче Чăваш Республикин чысне хỹтĕлесе 4-мĕш вырăна тухма пултарнă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командине мухтамалла кăна.
Палăртмалла, Спартакиадăра пĕрремĕш вырăна Санкт-Петербург команди тухнă, иккĕмĕшне - Оренбург облаçĕн, виççĕмĕшне - Ханты-Манси автономи округĕн команди.
Ял ачисем çĕршыври чи вăйлă, пĕрлештернĕ командăсем хушшинче çухалса кайманни, хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарни савăнтарать.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене вĕрентекен Эдуард Романов йĕркелесе-ертсе пыракан яшсен Рязань хулинчи уйрăм çитĕнĕвĕсем пирки хаçатăн çитес номерĕсенче пĕлтерĕпĕр.
А.КАРПОВА.