03 июля 2015 г.
Июнĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ черетлĕ Тĕп редактор кунĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ - ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсене хисеп грамотисемпе тав сăмахĕсем парса чысларĕ.
Палăртма кăмăллă, хисепе тивĕçнисем хушшинче "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп бухгалтерĕ Галина Ястребова та пур. Галина Николаевна массăллă информаци хатĕрĕсен аталанăвне тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Информаци политикин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Галина Ястребова редакцинче 2007 çултанпа ĕçлет. Вăл тăрăшнине пула редакцин тупăшĕ те, хаçат тиражĕ те çỹлсерен ỹсеççĕ. 2012-2014 çулсенче вăл тĕп редактор тивĕçĕсене те вăхăтлăх пурнăçларĕ. Калас пулать, тĕп бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех Галина Николаевна хаçата валли тĕрлĕ материалсем çырма та вăхăт тупать.
Ĕçтешĕмĕре Хисеп грамотине тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Редакци коллективĕ.