03 июля 2015 г.
Раççей территорийĕнче пысăк хăвăртлăхлă чугун çул магистралĕн строительстви пуçланасси пирки хаçат страницисенче пĕлтĕр кĕскен пĕлтернĕччĕ.
Ку кăларăмра вара çакна пĕлтересшĕн: Мускав-Хусан-Екатеринбург чугун çул магистралĕ пирĕн республика витĕр иртĕ.
"Пысăк хăвăртлăхлă магистральсем" УАО - "Раççей чугун çулĕсем" УАО-н уйрăлса тухнă компанийĕ - "Мосгип-ротранс", "Нижегородмет-ропроект" УАО-сем тата China Railway Eryuan Engineering Group Co. Ltd хутшăннипе Мускав-Хусан участок çинче пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан-Екатеринбург" чугун çул магистралĕ тума проект документацине хатĕрлеме килĕшỹ тунă, ăна алă пуснă.
Килĕшỹри ĕçсене 2015-2016 çулсенче пурнăçламалла. Унăн хакĕ - 20 млрд тенкĕ.
Ĕçсене пурнăçласа пынă май Мускав-Владимир-Чулхула-Шупашкар-Хусан çулĕ çинче комплекслă инженери тĕпчевĕсене туса ирттерĕç, территорин межа тата планланă ĕçсен проекчĕсене хатĕрлесе çирĕплетĕç, строительство тапхăрĕсене кăтартнă проект документацине тăвĕç. Унтан тунă проект документацине тĕрĕслĕç. Çавăн пекех финанспа техника аудитне тăвĕç.
Проекта, конкурс пĕтĕмле-тĕвĕпе, "Мосгипротранс", "Нижегородметропроект" УАО-сем тата China Railway Eryuan Engineering Group Co. Ltd ха- тĕрлĕç.
Проект ĕçĕсене вĕçлесен тата документацие çирĕп-летсен магистрале тума пуçлĕç. Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан" чугун çул тăршшĕ 770 километрпа танлашĕ. Вăл Раççейĕн çичĕ субъекчĕн территорийĕпе иртĕ, 15 чарăну пулĕ: пилĕккĕшĕ - пысăк хуласенче (Мускав, Владимир, Чулхула, Шупашкар, Хусан), вуннăшĕ - регионсенче. Магистраль 25 миллиона яхăн çын пурăнакан регионсене çыхăнтарĕ.
Проекта пурнăçлама Китай специалисчĕсем йышлăн хутшăнĕç.
Асăннă чугун çул хута кайсан пирĕншĕн те, чутайсемшĕн, Мускав самаях çывăх пулĕ.
Алина Оринова.