АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Юратупа шанчăклăхшăн"

08 июля 2015 г.

"Юратупа шанчăклăхшăн" орден

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн 2015 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе Уйпуç ялĕнче пурăнакан Анна Ивановнăпа Василий Андреевич Афоркинсене çемье институтне çирĕплетессине пысăк тỹпе хывнăшăн "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа наградăланă. Аннăпа Василий Афоркинсем пĕрле 60 çул ытла пурăнаççĕ. Вĕсен пурнăçĕ çăмăл килмен. Нуша мĕнне пĕчĕклех астивнĕ икĕ çамрăк тĕл пулса çемье чăмăртанă, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе малалла талпăннă. Колхозра ĕçленĕ, çурт лартнă, пилĕк ача ỹстерсе ура çине тăратнă. Халĕ ватăсем ачисемпе мăнукĕсен ăшшине туйса пурăнаççĕ. Паян Шупашкарта Афоркинсене "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев парса чысланă.

"Юратупа шанчăклăхшăн" медаль

Мария Антоновнăпа Петр Филиппович Мокшинсем Ваçкаçырми ялĕнче пурăнаççĕ. Хăйсем каласа панă тăрăх, пĕрле вĕсем - 69 çул. Мокшинсем 5 ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсем - Зоя, Эмма, Николай, Виктор, Ольга - пурте Мускавра тĕпленнĕ. Мария Антоновна Енкĕлт хĕрĕ пулнă, çут тĕнчене 1925 çулта килнĕ. Петр Филиппович 1921 çулта Ваçкаçырми ялĕнче кун çути курнă. П.Мокшин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, Сталинград патĕнчи çапăçăва та хутшăннă. Ĕç стажне иккĕшĕ те тăван колхозра пуçланă, унтан иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчен 80-мĕш çулĕсемчченех Ваçкаçырми лавккинче тăрăшнă. Кăçалхи майăн 8-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ май, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ, райпо председателĕ Александр Степанов Мокшинсем патĕнче хăнара пулчĕç (кун пирки эпир çырнăччĕ), уяв ячĕпе саламласа парне пачĕç, коопераци ветеранĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленчĕç, тĕрлĕ ыйтăва татса пама шантарчĕç (Мокшинсем асăннă медальлĕ пулнинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Павловăн тỹпи пысăк - кашни депутат хăйĕн халăхĕшĕн çапла тăрăшсанччĕ те çав). Мокшинсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе иртнĕ шăматкун, районта ирттернĕ Коопераци кунĕнче, чысланă.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика