АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек куçа курăнса килмест

08 июля 2015 г.

Çуллахи шăрăх çанталăкра лĕп шыва кĕнинчен ырри мĕн пултăр? Анчах та шыв хăрушлăх кăларса тăратни çинчен манатпăр пулас, çавăнпах пулĕ юлашки вăхăтра шыва кĕме кайнă çынсем каялла таврăнайман тĕслĕхсем йышланчĕç. Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре 23 çын путса вилнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ - ачасем. Путнисенчен ытларахăшĕ ялти пĕвесене тата ятарласа хатĕрлемен пляжсене шыва кĕме кайнă пулнă. Путакансем хушшинче ачасем те пулни уйрăмах пăшăрхантарать. Çак кунсенче Тăвай районĕнчи пĕр ялта тăватă тата тăхăр çулти хĕрачасем путса вилни пирки илтме тỹр килчĕ. Хĕрачасем кỹршĕре пурăннă. Июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕсем - икĕ арçынача тата икĕ хĕрача - ял пуçне çырла татма кайнă... Кайран ялти çынсене икĕ хĕрачи çывăхри пĕвере путни çинчен пĕлтернĕ. Ялтан чупса çитнĕ арçынсенчен пĕри ачасене çăлма шыва кĕрсе кайнă, анчах та вĕсен сывламан кĕлеткисене кăна туртса кăларнă... Путса вилнĕ хĕрачасенчен пĕри, тăхăр çулти, килĕнче суран хыççăн аран çỹрекен кукамăшĕпе тата шăллĕпе пурăннă: ашшĕ çук, амăшĕ пĕрмай Мускавра ĕçлет. Кил-тĕрĕшри ĕçсем виççĕмĕш класра вĕреннĕ хĕрачан хулпуççийĕсем çине тиеннĕ: вăл мунчине те хăех хутнă, апат та хăех пĕçернĕ теççĕ. Мĕншĕн ачасем пĕве хĕррине аслисемсĕрех кайнă? Каникул пуçланас умĕн вĕрентекен виççĕмĕш класра вĕренекенсене шыв хĕррине пыма юраманнине асăрхаттарнă теççĕ, анчах та ача-пăча тени каланине çийĕнчех манса каять çав. Вĕсене шыв хăрушлăх кăларса тăратни çинчен асаилтерсех тăмалла. Шыва кĕме те хăйсем тĕллĕн тем тесен те кăларса ямалла мар. Аслисемпе пĕрле шыва кĕме кайсан та ачисем путса вилнĕ тĕслĕх-сем пулни те шухăша ярать. Акă июнь уйăхĕн вĕçĕнчех Шупашкарта пурăннă çичĕ çулхи хĕрача путса вилнĕ. Атăл хĕрринче ятарласа йĕркеленĕ пляжа вăл амăшĕпе тата пиччĕшĕпе пынă пулнă. Вăл кун пляжра çынсем кĕшĕлтетнĕ кăна... Хĕрачи çухалнине амăшĕ пĕр сехетрен тин асăрханă! Водолазсем хĕрачан кĕлеткине самай тарăн çĕрте шыраса тупнă... Темле пулсан та аслисен хăйсем ачасен пурнăçĕшĕн яваплă пулнине манмалла мар.

Çавăнпа та ачасемпе шыва кĕме кайсан çак ансат правилăсене пăхăнмалла:

- Шыва кĕнĕ чухне пĕчĕккисене ятарлă хăрушсăрлăх хатĕрĕсем - ункăсем, жилеткăсем - тăхăнтартăр.

- Ятарласа уйăрнă вырăнсенче шыва кĕретĕр пулсан та ачана çеккунт-лăх та куçран ан вĕçертĕр.

- Ачасене тарăна ишсе кĕме, шыва чăмма ирĕк ан парăр.

- Шыва кĕрес умĕн ачасене хăруш-сăрлăх правилисене ăнлантарса парăр.

Ан манăр: пĕчĕккисен пурнăçĕ аслисен аллинче! Шыв çăмăлттайлăха каçармасть.

А.СЕМЕНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика