АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шевле" ача сачĕ пулĕ

10 июля 2015 г.

Ытларикун, июлĕн 7-мĕшĕнче, районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пулчĕ, районăн Кивĕ Центрĕнче çĕкленекен ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унпа пĕрлех асăннă вырăнта район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов пулчĕç. 

Владимир ИВАНОВ, ЧР вĕренỹ министрĕ:

- Пирĕн республикăра çĕнĕ ача сачĕсем çĕклемелли программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. Кăçал шкул çулне çитменнисем валли тата çичĕ ача сачĕ хута ярасшăн. Çапла вара ача садне çỹрес кăмăллисен черечĕсем самай кĕскелĕç. Çитес çултан вара эпир çĕнĕ шкулсем тума тытăнасшăн. Хĕрлĕ Чутайри çĕнĕ ача сачĕ пирки калас-тăк _ ял халăхĕ валли питĕ лайăх ача сачĕ пулать. Чи кирли халĕ - ача сачĕн пахалăхлă пулмалла тата ăна вăхăтра хута ямалла. Муниципаллă контрактпа ĕçсене кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçлемелле.

Валерий ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Хĕрлĕ Чутай салинче кун пек ача сачĕ çĕкленнишĕн чунтан савăнатăп. Куншăн пирĕн чи малтан республика Пуçлăхне тав тумалла. Вăл тăрăшнипе çакăн пек пысăк та хăтлă ача сачĕсене çĕклеме пулăшакан программа хута кайрĕ. Ялти çĕнĕ садикре ачасем тивĕçлĕ те пахалăхлă воспитани илессе шанма пулать.

Татьяна ШЕРЕМЕТЬЕВА, вĕре- нỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

- Çĕнĕ ача садне эпир "Шевле" ят пама йышăнтăмăр. Кунта сакăр ушкăн пулĕ, унта 160 ача çỹрĕ. Паянхи кун эпир ача сачĕн заведующийĕ тĕлĕшпе конкурс ирттерессипе ĕçлетпĕр. Палăртмалла, çĕнĕ ача садĕнче воспитательте ĕçлес кăмăллисем те чылай.

Сергей АЛЕКСЕЕВ, "Волга-Ресурс" ТЯО подряд организацийĕн генеральнăй директорĕ:

- Ача сачĕн пĕрремĕш хучĕн стенисене хăпартса пĕтернĕ теме те юрать. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне иккĕмĕш хута купаласа пĕтересшĕн тата çурта çивитти айне лартасшăн. Çав вăхăтрах пирĕн ача сачĕн территорийĕ тавра тирпей-илем ĕçĕсене те пурнăçламалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика