АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвелпе танах ура çинче

10 июля 2015 г.

Хĕвелпе танах ура çинче

 "Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерỹ лапамĕ - район çыннисен чи юратнă кану вырăнĕсенчен пĕри. Унсăр пуçне кунта мĕн тĕрлĕ мероприяти иртмест пулĕ. Аякри хăнасем те чи малтанах Çĕнĕ центрта пулса кураççĕ, сăн ỹкерĕнеççĕ. Уйрăмах фонтан çывăхĕнчи территори пысăк тимлĕхре. Унти тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшатăп та эпĕ", - каласа парать Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн ĕçченĕ Сергей Чернигов. Сергей Николаевич 2005 çулхи çуркуннеренпе Çĕнĕ центрти Çĕнтерỹ лапамĕн лаптăкĕсене çỹп-çапран тасатса тăрать. Хĕвелпе танах тăрса ĕçе тытăнать, алла шăпăр тытса территорие тирпей-илем кỹрет. Яваплăха туйса ĕçленĕрен Сергей Чернигова 10 çул каялла, Хĕрлĕ Чутай салин кунне уявланă чух, "Соло" радиоприемник парнеленĕ. Çавăнтанпах "юлташĕ" ăна кашни ирех хитре юрăпа кăмăлне çĕклесе ĕçе чĕнет. Çак уйăхра вара Сергей Николаевич Хĕрлĕ Чутай салине тирпейпе хăтлăх кỹрес ĕçе тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика