АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн республика. Тĕп тема

10 июля 2015 г.

Культура: проектсем тата аталану малашлăхĕ

Ĕмĕтсене пурнăçлакан çурт

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх пуканесен театрне çитсе куранă. Театра 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсене ирттерме кунта 30 миллиона яхăн тăкакланă. Театр унтан та ытларах тавăрасса шанаççĕ. Унтан Михаил Игнатьев Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çитсе "Ан пăрах мана" спектаклĕн репетицине сăнанă. Çавăн пекех хевтесĕр çынсем валли театра чăрмавсăр килсе çỹреме майсем çителĕклĕ пулнине ырланă.

Библиотекăна çỹресси модăра

Чăваш Ен Наци библиотеки паян нумай функциллĕ культура учрежденийĕ шутланать. Кунта 80 пине яхăн краеведени тата ытти документсем упранаççĕ, кĕнеке, хаçат-журнал та пайтах, паллă художниксен ĕçĕсен галерейи... Ахальтен библиотекăна культура вучахĕ тесе каламан. Республикăра - 537 библиотека. Вĕсенчен 90 проценчĕ Интернет уçлăхне тухма пултарать. Раççейре ку кăтарту 27,5 процент кăна. Юлашки пилĕк çулта 200 çакăн пек учреждение 11 миллион тенкĕлĕх юсанă, тĕрлĕ оборудованипе пуянлатнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика