АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул пĕрле - юратупа килĕшĕре

15 июля 2015 г.

50 çул пĕрле - юратупа килĕшĕре

Ейковсем тесен малтанах ман куç умне Серенкасси шкулĕнче завучра ĕçленĕ, географи предметне вĕрентнĕ Елизавета Федоровна, унтан исполкомра ĕçлет тенине ача чухнех илтнĕ, сайра куркаланă Михаил Васильевич, кайран вĕсен ачисем - Вячеслав Михайловичпа Анатолий Михайлович тата вĕсен мăшăрĕсем тухса тăраççĕ. Çирĕппĕнех калатăп, вĕсем пурте район историйĕнче ырă йĕр хăварса пыракан ăслă-тăнлă, районшăн, унăн çыннисемшĕн тăрăшакан çынсем. Кун пек сăмахсене кашни çемье пирки калама çук, Ейковсен çемйин вара шăпи çавнашкал курăнать - район экономикине аталантарас, ачасене пĕлỹ парас, çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшас тĕлĕшре вăй хума пỹрнĕ. Вĕсене пĕлмен çын районта çук та пуль. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ çак йăхăн историйĕнче çутă пулăмпа асра юлĕ: уяв кун Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Елизаветăпа Михаил Ейковсем "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçрĕç, çак ятпа вĕсене район ертỹçисем, çывăх çыннисем, юлташĕсем саламларĕç. Елизавета Федоровнăпа Михаил Васильевич иккĕшĕ те Тракушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ, çавăнпа пĕр-пĕрне ачаранах пĕлеççĕ. Ỹссе çитсе аслă пĕлỹ илсен, 1965 çулхи август уйăхĕнче, вĕсем пĕрлешсе çемье чăмăртанă. 50 çул ĕнтĕ мăшăр пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утса пырать. Хăй вăхăтĕнче вĕсем иккĕшĕ те яваплă ĕçсенче тăрăшнă: Елизавета Федоровна пурнăçне ачасене пĕлỹ парассипе çыхăнтарнă, Михаил Васильевич та нумай çул хушши райкомра тата тĕрлĕ çĕрте яваплă тивĕçсене пурнăçланă. Пархатарлă ĕçре вăй хунă хушăрах мăшăр çĕршыва, района юрăхлă икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Асли - Анатолий Михайлович, "Бытовик" пĕрлешĕве ертсе пырать, Вячеслав сывлăх сыхлавĕнче вăй хурать. Вăл - реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ. Чирлĕ çынсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплет. Ашшĕ-амăшĕн ырă ятне çỹлте тытаççĕ, иккĕшĕ те яваплă ĕçсенче вăй хурса район пурнăçне, аталанăвне пысăк тỹпе хываççĕ. Елизавета Федоровнăпа Михаил Васильевич тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, паянхи кун вĕсем ывăлĕсемпе кинĕ-сен, мăнукĕсен пархатарне курса пурăнаççĕ, çитĕнекен ăрушăн çемье институтне çирĕплетес, хаклăхне упрас тĕлĕшре çутă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хăйсене сума сунăшăн мăшăр пурне те тав турĕ. Елизавета Федоровна хăй çырнă "Тав тăватăп шăпана..." сăввипе чуна хускатса куççуль кăларчĕ.

Альбина ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика