15 июля 2015 г.
2015 çулхи августăн 17-28-мĕшĕсенче Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри инвалидсен çуллахи II Спартакиадин финалти ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, пурнăçа позитивлă куçпа пăхма хăнăхтарас тĕллевпе иртекен спорт мероприятине 14-18 çулхи япăх илтекен, куракан, хул-çурăм хавшак тата ытти енчен сусăр спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Спартакиада программинче - ишесси, çăмăл атлетика, сĕтел çи теннисĕ, дзюдо, бочче, волейбол, голбол тата велоспорт-шоссе. Спартакиадăра çĕнтернисем РФ Спорт министерствин кубокĕсене, медальсене, дипломсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçеççĕ. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"