15 июля 2015 г.
Июлĕн 3-14-мĕшĕсенче Кăнтăр Корейăра иртнĕ XXVIII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна Чăваш Ен çăмăл атлечĕсем те хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Марина Пандакова. Июлĕн 10-мĕшĕнче вăл 20 километр çуран утса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унăн вăхăчĕ - 1:29:52. Пĕрремĕш вырăна вара Анися Кирдяпкина, виççĕмĕшне Китай спортсменки тухнă.
Сăмах май, Маринăн ашшĕ-амăшĕ Çĕн Атикасси ялĕнчен. Хăй вăхăтĕн-че вĕсем Сургутра пурăннă, Марина та унтах кун çути курнă. Тăван ене таврăнсан ашшĕ-амăшĕ хĕрне тỹрех республикăри Олимп резервĕн шкулне вĕренме янă. Марина Пандакова тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. 26 çулхи хĕр Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренет. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"