15 июля 2015 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырура сĕннипе 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа килти хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тỹлесси вăя кĕмеллеччĕ. Мĕнле пурнăçланать-ха Пуçлăхăн хушăвĕ? Çакна республикăри тивĕçлĕ органсем нумаях пулмасть "çавра сĕтеле" пухăнса уçăмлатнă. Сĕтшĕн пахалăхне кура татăласси, килĕшỹ-сем тăвасси пирки тахçанах калаçатпăр ĕнтĕ. Июль уйăхне кĕнĕ май çĕнĕлле ĕçлеме тытăнасса кĕтрĕмĕр. Анчах ку ĕç пур çĕрте те пĕрпек пурнăçланмасть-мĕн. Хăш-пĕр районсенче (Элĕк, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк) лав вырăнтан тапраннă-ха, унта чĕртаваршăн пахалăхне кура тỹлеççĕ. Çав хушăрах Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Çĕрпỹ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай тата пирĕн районта килĕшỹ тума, çу хисепне шута илсе тỹлеме пуçламан та иккен. Мĕншĕн? Продукци пуçтаракансем çакна тĕрлĕ-рен сăлтавлама пăхаççĕ, анчах уçăмлă хуравне параймаççĕ. Вĕсемшĕн килĕшỹ тумасăр ĕçлени лайăхрах пулас. Ветеринари служби сĕт пахалăхне тĕрĕслени те хăш-пĕр пуçтаракана килĕшмест. Йỹнĕрехпе туянса хаклăпа сутасси çеç интереслентерет пулмалла.
Çапла хаксем пирки асăнмасăр та иртме çук. Сĕт йỹнелсе пынине пуçтаракансемпе тирпейлекенсем тăкак ỹснипе çыхăнтараççĕ. Ял ĕçченĕ продукци туса иличчен мĕн чухлĕ тăкак тỹсни кăна никама та хумхантармасть. Юлашки кунсенче февраль уйăхĕнчен чакса пынă хак кăшт хăпарни савăнтарать. Июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта сĕт пуçтаракансем ("Универмаг" ТЯО, А.Е.Низов ИП, Элĕк райповĕ, Л.И.Тихонова ИП, М.В.Селивестров ИП, "Свобода" колхоз, "Иволга" СПСК) пурте сĕте халăхран 13 тенкĕ-пе пухнă. Республикăри чылай районта сĕт хакĕ вара 11-13 тенкĕпе танлашать. Чи пысăк хаксем Йĕпреç (12-15 тенкĕ литршăн) тата Шăмăршă (12,5-16 тенкĕ) районĕсенче йĕркеленнĕ. Питех интересленекенсем хаксемпе çак ссылкăпа http,ỸỸgovĕcapĕruỸSiteMapĕaspx.gov_idç16&idç1934930 кĕрсе паллашма пултараççĕ.
"Çавра сĕтеле" пухăннисем сĕт пахалăхĕ пирки те калаçнă. ЧР Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Сергей Скворцов палăртнă тăрăх, пирĕн район сĕт пахалăхĕ енĕпе лайăх районсен шутне кĕрет.
Николай ТРИФОНОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ:
_ Районти ветеринари службин ĕçченĕсем уйăхра пĕрре халăхăн сĕт пахалăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Тĕрĕслеве ирттерме пирĕн ятарлă оборудовани пур. Кăтартусем япăх мар. Анчах продукци пуçтаракансенчен ытларахăшĕ çу хисепне шута илсе тỹлеме васкаманни пăшăрхантарать. Ял çынни вара тăкак тỹснине тата тар тăкнине кура хăйĕн продукцине тивĕçлĕ хакпа сутасшăн.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"