15 июля 2015 г.
Паянхи кун 90 çула çывхаракан ватăсен ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çăмăл килмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕсене аслисен йышне вăхăтсăр кĕртнĕ. Хăйсен вутра çуннă çамрăклăхĕ пирки аса илнĕ май вĕсем хальхи пурнăç лайăх пулнине палăртаççĕ, вăрçă нушине никам та ан куртăр теççĕ... Кив Атикасси ялĕнчи Татьяна Улянды та паянхи пурнăçа ырлакансенчен пĕри. Вăл нуша курса ỹснĕ вăхăтпа танлаштарсан эпир халĕ чăнах та çăтмахри пек пурăнатпăр. Татьяна Васильевна 1925 çулта Упукушкăнь ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкулта çичĕ çул вĕренме май килнĕ-ха ăна, апла пулин те çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă. Вăрçă пуçлансан вара Татьянăна хăйпе тантăш хĕрсемпе пĕрле ятарласа çар ĕçне вĕрентме илсе кайнă. Ăçта? Ăна халĕ кинеми татса калаймасть, поездпа илсе кайнине, окопсем чавнине, автомат сỹтсе пухма вĕрентнине çеç астăвать. Вăрçă хыççăн, 1948 çулта, Татьяна Мироновапа (хĕр чухнехи хушамачĕ) Кив Атикасси каччи Василий Улянды çемье çавăраççĕ. Мăшăрсем пилĕк ачана кун çути парнелеççĕ. Шел те, пĕр ывăлĕн пурнăçĕ 2005 çулта татăлать. Василий Васильевич та 2008 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Василий Улянды пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Вăл - вăрçă участникĕ. Колхозра бригадирта тăрăшнăскере 1970 çулта В.И.Ленин 100 çул тултарнă тĕле паракан "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. 1973 çулта Василий Васильевич Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ, 1982 çулта - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ăна медальпе чысланă, кайрантарах вара "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. "Хуняçа маншăн идеал вырăнĕн-че пулнă, - аса илет халĕ Василий Васильевичăн кинĕ Галина Леонидовна. - Питĕ ĕçчен, сăпайлă çынччĕ, ачисене нихăçан та тĕксе яман". Татьяна Васильевна та мирлĕ вăхăтра "Марксист" колхозра ĕçленĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăха аталантарас тесе вăй хунă. Ал ĕç тума та ăста пулнă Татьяна Васильевна, ачисене те çи-пуçне хăй тĕртсе, çĕлесе тăхăнтартнă. Урайне сармаллисене те хăй аллипех хатĕрленĕ, вĕсем паянхи кун та ялти кил-çурта хăтлăх кỹреççĕ. Халĕ хисеплĕ ватă ăрăва тăсакансемпе - ывăлĕпе тата виçĕ хĕрĕпе, сакăр мăнукĕпе, тăхăр кĕçĕн мăнукĕпе - савăнать. Хĕл каçма Павел ывăлĕн çемйи патне Шупашкара каять, çулла вара вĕсем яла килеççĕ. Ытти ачисемпе мăнукĕсем те тăван киле çитерекен сукмака час-часах такăрлатаççĕ. Татьяна Васильевна çинчен кинĕ, Павел Васильевичăн мăшăрĕ Галина Леонидовна, питĕ ăшшăн каласа парать. "Ытти çемьере мĕнле - пĕлместĕп, пире вара çемьере ватă çын пулни пĕрре те кансĕрлемест, - тет вăл Татьяна Васильевна пирки. - Çулĕсем пур пулин те çырлана та çỹрет анне, телевизорпа тĕрлĕ передачăсем те пăхать, хаçатсем те вулать. Куçлăх та тăхăнмасть хăй. Ĕлĕкхине, вăрçă вăхăтне аса илет, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пурришĕн савăнать. Ачисемпе мăнукĕсем вара амăшне, мамаккăш-кукамăшне çирĕп сывлăх сунаççĕ". Ачисем ырă суннинчен, пăхнинчен, апат пĕçерсе çитернинчен, çи-пуçне çуса-тасатса панинчен ытла мĕн кирлĕ ĕнтĕ ватă çынна? Паян Татьяна Васильевна Улянды 90 çул тултарать. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн удостоверенине илме тивĕçнĕ хĕрарăмăн "Ĕçри хастарлăхшăн" тата Ача амăшĕн иккĕмĕш степеньлĕ медальсем пур, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ветеранĕсене паракан юбилей медалĕсем те чылай. Çак чыссене чăннипех тивĕçлĕ сумлă ватă патне паян Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕ те çитнĕ.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"