17 июля 2015 г.
Раççей почтин кунĕнче Хĕрлĕ Чутай почта уйрăмĕн пĕрремĕш класлă операторĕ Римма Александровна Коракова почта çыхăнăвне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн "Раççей почти" ФПУП-ăн Хисеп грамотине тата ĕçре тĕслĕх кăтартнăшăн 15 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ. Римма Александровна Коракова почта ĕçне çамрăклах хăнăхнă, унăн амăшĕ нумай çул хушши тăван ялăн почтальонĕ пулнă-çке. Çавăнпах пулĕ шкул пĕтерсенех Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ почта ĕçне пикеннĕ. Малтанах 17 çулхискер сортировщицăра тăрăшнă, унтан _ инструктор, оператор, кассир. Паян вара вăл оператор тивĕçне пурнăçлать, халăха газшăн, çутăшăн, телефоншăн, интернетшăн, ăшăшăн тỹлевсем тума пулăшать, тĕрлĕ таварпа хаçат-журнал та сутать... Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать. Римма Коракова нумаях пулмасть 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Мăшăрĕпе вĕсем хĕрпе ывăл пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паян Кораковсене мăнукĕсем савăнтараççĕ.
Алина ОРИНОВА
Источник: "Пирěн пурнăç"