17 июля 2015 г.
Нумаях пулмасть усрав ашшĕ-амăшĕнчен, ача хỹтте илме тĕв тăвакансенчен тата опекăпа попечительство органĕнче ĕçлекен специалистсенчен тăракан делегаци республикăри Усрав çемьесен III форумне хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тимлĕхсĕр юлнă ачасене юратупа кил ăшши парнелекен усрав ашшĕ-амăшне, вĕсене пулăшса тăракан обществăлла организацисене тав сăмахĕ каланă. 18 çынтан тăракан район делегацийĕ опекунсемпе попечительсен кандидачĕсене хатĕр-лессипе, тăлăх е хỹтлĕхсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарассипе, çĕнĕ çемьене хăнăхтарассипе çыхăннă чылай çивĕч ыйтăва сỹтсе явнă çĕре хутшăннă. Форумрах çемьесем хушшинче иртнĕ "Çемье ăшши" республикăри пултарулăх конкурсне те пĕтĕмлетнĕ. Конкурсăн пĕр номинацийĕнче Хĕрлĕ Чутайри Ольга Николаевнăпа Алексей Николаевич Барышниковсен çемйи те палăрма пултарнă. "Ỹнер пултарулăхĕ" номинацире вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çемье ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин Дипломне, 3 пин тенкĕлĕх сертификата, "Мадагаскар" центра кайма дисконтлă картăна тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Барышниковсене тата Хурапырти Надежда Александровнăпа Юрий Гурьевич Артемьевсене усрав ачасене воспитани панăшăн, ачасене çемьесене вырнаçтарас ĕçе витĕм кỹнĕшĕн асăннă министерствăн Хисеп грамотине парса чысланă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"