АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăлха илтменнисен ăрăвĕ ỹсет

17 июля 2015 г.

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Атнар ял тăрăхĕнче велосипедпа пыракан 19 çулхи хĕр çине машина кĕрсе кайнă. Самаях суранланнă хĕре больницăна çитернĕ. Авари сăлтавĕ - велосипед çинчи хĕр çул урлă правилăсене пăсса каçни теççĕ. Унсăр пуçне тата вăл наушниксем тăхăннă пулнă. Тен, хăлхине хупламан пулсан машина çывхарса килнĕ сасса илтетчĕ те пулĕ... Паян çамрăксем пур çĕрте те хăлхисене наушниксемпе хупласа çỹренине тăтăшах курма пулать. Вĕренỹ çулĕ пынă вăхăтра шкула каякан ачасен хăлхисенче те наушниксем пулнине час-часах асăрхатпăр. Кĕсйисенче вĕсен çĕнĕ йышши арăш-пирĕш телефонсем юрă янăратаççĕ, çав юррисене вара ачасем наушниксемпе итлеççĕ. Юнашар иртсе пынă чух хăшĕ-пĕрисен юррисене наушниксем витĕр те илтме пулать.

Хăлхисем мĕнле чăтаççĕ-ши, тупата? Пуçĕсем те минресе каяççĕ пулĕ. Кайран кунĕпе шкулта лармалла-çке-ха вĕсен, вĕрентекен каланине мĕнле тăнлаççĕ-ши ирех пуçĕсене ян-ян кĕвĕпе минретнĕ хыççăн? Е урокра та хăлхана наушник чиксе лараççĕ-ши?.. Юлашки вăхăтра тухтăрсем чан çапаççĕ: тăтăшах наушниксем тăхăнса çỹренĕрен хăлха илтменнисен ăрăвĕ ỹсет! Çакна наци шайĕнчи инкекпе танлаштараççĕ. Çын хăлхине, сывлăхне сиен кỹмен шăв-шав 30-40 децибелпа (дБ) танлашать. Пысăк хуласенче вара талăкĕпе тенĕ пекех 90-100 дБ танлашакан шăв-шав тăрать. Наушниксем тăхăнсан та шăпах çакăн чухлĕ децибелпа танлашакан сас тухать иккен. Специалистсем палăртнă тăрăх, наушниксем мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, вĕсен сиенĕ çавăн чухлĕ пысăкрах. Нормăран пысăкрах сасăна пула хăлхари клеткăсем вилеççĕ. Çын ерипен илтми пулса пырать. Çамрăклах хăлха илтменнисен йышне кĕрес мар тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах, наушниксене талăкне пĕр сехетрен ытла тăхăнмалла мар.

Хăлхана чикмелли наушниксемпе мар, хăлха çине тăхăнмаллисемпе усă курсан авантарах. Хушăра пĕрре хăлхана чикмелли наушниксене бактерисене пĕтерекен салфеткăсемпе сăтăрса тасатмалла. Унсăрăн хăлхана инфекци кĕртме пулать. Çавăн пекех çакна та ан манăр: çул урлă каçнă чухне наушниксене хăлхаран кăлармалла! Çапла тусан эсир инкекрен çăлăнса юлатăр. Асăрхануллă пулни, хамăра упрама пĕлни сывлăха, пурнăçа çăлать. Сăмах май, "Раççейри обществăлла пуçару" (РОИ) сайт автоçул хĕррипе пынă чух тата чугун çул урлă каçнă çĕрте наушниксемпе пыракансене виçĕ пин тенкĕпе танлашакан штраф тỹлеттерме сĕнет. Асăннă сайтра ку енĕпе сасăлав пырать. 100 пин сасă пухăнсан ку сĕнĕве федераци шайĕнче пăхса тухĕç.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика