17 июля 2015 г.
"Коминтерн" ертỹçин Альбина Новикован çитес виçĕ çулта çĕнĕ статус пулĕ. Вăл Чăваш Ен Обществăлла палатин членĕ те пулса вăй хурĕ. Республикăри Обществăлла палата - Раççейре чи çамрăкки шутланать. Асăннă палатăна граждансен прависемпе ирĕклĕхне, обществăлла пĕлтерĕшлĕ интересĕсене, обществăлла пĕрлешỹсен, коммерциллĕ мар организацисен, патшалăхăн власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Обществăлла палатăна 21 çын кĕрет. Кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче унăн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ, вăл виçĕ çул ĕçлĕ. Çĕнĕ йышра "Коминтерн" ЯХПК ертỹçи Альбина Новикова та пур. Палатăн членĕ пулма Раççейĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченне ахальтен шанман. Альбина Борисовнăна республикăра ăста ертỹçĕ тата яваплăха туякан çын пулнипе пĕлеççĕ. 20 çул хушши ĕнтĕ вăл районти чи пысăк ялхуçалăх предприятине ăнăçлă ертсе пырать. Çавăнпа Альбина Новикова çĕнĕ, яваплă миссие тивĕçлĕ пурнăçласси никама та иккĕлентермест.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"