17 июля 2015 г.
Юрий ЯМСКОВ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ĕçĕсен пайĕн начальникĕ :
- Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлав иртет. Суйлавра Республика Пуçлăхне, район тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйлăпăр. Мĕншĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене суйламастпăр текен ыйту халăх хушшинче çỹрет. Ку енĕпе çапла ăнлантарма пулать: пĕрремĕшĕ - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулма тăратнă кандидатурăсене конкурс комиссийĕ пăхса тухать. Кун хыççăн конкурс комиссийĕ сĕннĕ кандидатсенчен эпир сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйланă депутатсемех чи лайăххине суйлĕç. Иккĕмĕшĕ - пуçлăх хăйĕн тивĕçĕсене вăхăт çитмесĕ-рех пăрахăçласан хушма суйлав ирттерсе тăкак тỹсмелле пулмĕ, ăна конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе лартĕç. Саккунпа килĕшỹллĕн суйлав ирттерме виçĕ уйăх кирлĕ пулсан, конкурс ирттерме - пĕр уйăх кăна. Çапла вара çĕнĕ йĕркепе вăхăт та, укçа-тенкĕ те перекетленет. Çавăн пекех кашни çын хăйĕн кандидатурине конкурса тăратаять, чăрмавĕсем те сахалрах пулĕç.
Алина ОРИНОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"