АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шатаевсем - сĕт нумай паракансем

17 июля 2015 г.

Шатаевсем - сĕт нумай паракансем

Штанаш ял тăрăхне кĕрекен Арайкасси ялĕнче пурăнакан Шатаевсен пысăк çемйи районта выльăх-чĕрлĕх нумай тытнипе, сĕт тата ытти ялхуçалăх продукцине патшалăха нумай панипе палăрса тăрать. Темиçе çул хушши ĕнтĕ çемье çакăншăн Чăвашпотребсоюзăн, Центросоюзăн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. "2014 çулта ялхуçалăх продукцине чи лайăх сутакан" республикăри конкурсăн "Чи лайăх сĕт паракан" (23 тонна та 725 килограмм панă) номи-нацийĕнче те вĕсем çĕнтернĕ, Чăвашпотребсоюзăн Диплом-не тивĕçнĕ.

Çак эрнере эпир 9 ĕне усракан, райпова кашни кун 120-140 литр сĕт паракан туслă та ĕçчен çемьене çитсе куртăмăр. Э пир пырса çитнĕ чух Валентинăпа Сергей Шатаевсем тата вĕсен икĕ хĕрпĕрчийĕ килтехчĕ. Кăçал 11-мĕш тата 9-мĕш класс пĕтернĕ Андрейпа Алексей маçаккăшĕпе çывăхри пĕвене пĕвелеме кайнă иккен. Ун çывă- хĕнчи çĕр çинче Шатаевсен ĕнисем çỹреççĕ-мĕн, çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе шыв ĕçмелли майсем туса парас тенĕ. Кĕçĕннипе, икĕ çулхи Аннăпа, мамаккăшĕ кỹршĕри урама уçăлса çỹремелле пек тухнăччĕ. Пысăк çемье киле пуçтарăннă хушăра кил хуçипе Сергей Анатольевичпа калаçрăмăр. Сăмаха шухăшласа калаçакан арçын ĕçĕ юратни, ачисене те мĕн пĕчĕкренех тăван çĕре юратма, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме хăнăхтарса ỹс- терни сисĕнчĕ. Сергей хăй те çамрăклах ĕçе пикеннĕ. 8-мĕш класра чухне ашшĕпе комбайнпа çỹренĕ, каярахпа, çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн, Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехника уйрăмĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул хушши комбайнера пулăшакан пулса колхозра ĕçленĕ.

- Пирĕн вăхăтра ачасем ял хуçалăх предприяти- йĕсене ĕçлеме çỹретчĕç, техника таврашне курса хăнăхса пыратчĕç. Хуралăхсем арканса пĕтнĕпе пĕрех халĕ. Арçыначасен вара килте мар пулсан гайка-болт таврашне ăçта пăркалама вĕренмелле? ...Аякка ĕç шырама кайман эпĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма шут тытрăмăр. Ачасем ỹр- кенсе тăмаççĕ, пур ĕçе те пурнăçлаççĕ. Аслисем ирех тăрса ĕне сума пулăшаççĕ, амăшĕ сумалли аппарата вырнаçтарнă хушăра ĕнесен çиллисене çуса тасатаççĕ, сĕт сутма та тухаççĕ. "Ĕçрен ан хăрăр, вăл хăй санран хăратăр", _ тетчĕ ват асанне. Çак сăмахсене пĕрмай хамăн ачасене калатăп. Ĕçлемесĕр ỹсĕм пулмасть, тетĕп, - чунтанах калаçрĕ çемье пуçĕ.

Сăмах май, Сергейăн мăшăрĕ Валентина 2006 çултанпа Упукушкăнь ял лавккинче сутуçăра вăй хурать. Кил-тĕрешĕнчи, хушма хуçалăхри ĕçсене тума ăна мăшăрĕ те, ачисем те пулăшса тăраççĕ. Çемье килĕштерсе пурăнать. Унсăрăн килти хуçалăхра çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраймăн ĕнтĕ. Икĕ çул каялла, астăватăп, вĕсен хуçалăхĕнче тăватă ĕнеччĕ. Паян Шатаевсем 9 ĕне, пăрусем, вăкăрсем, сурăхсем... тытаççĕ. Вĕсене тăрантарма выльăх апачĕ çулленех ытлашшипех хатĕрлесе хураççĕ. Кăçал акă пĕр пин штук ытла утă тỹклесе хунă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси вĕçленмен-ха, кĕçех каю ути çулма тытăнмалла. Çемье уйри 6 гектар çĕр çинче утă хатĕрлет, унсăр пуçне çынсем пăрахнă çĕр пайĕсене илнĕ. Ĕçе çăмăллатас тесе кредитпа усă курса ялхуçалăх техники туяннă: трактор, ун çумне кăкармалли хатĕрсем _ утă çулмалли, тавăрса пухмалли, тỹклемелли тата ытти те. Выльăх-чĕрлĕхне вара "электрокĕтỹçĕ" пăхать. Çакă та пысăк çăмăллăх, унсăрăн эрни-эрнипе кĕтỹре çỹремеллеччĕ Шатаевсен.

"Электрокĕтỹçне" аслă ывăлĕ Андрей интернет урлă туяннă. Патвар хул-çурăмлă каччă кăçал шкултан вĕренсе тухнă, ялхуçалăх институтне вĕренме кĕме хатĕрленет. "Ял ачин урăх ăçта каяс ĕнтĕ, ялхуçалăхĕ ăна пуринчен те çывăхрах", _ тет ашшĕ. Ачисем ял ĕçĕнчен писменшĕн, ун патнех туртăннăшăн савăннине пытармасть вăл, вĕренсе тухсан хăйне шанчăклă тĕрев пуласса шанать.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика