17 июля 2015 г.
Эпĕ ăна шкул саккинченех пĕлетĕп. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕннине пĕлтерем, вăл мана Тури Çĕрпỹкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕрентнĕ. Сирĕн ума ыйту тухса тăма пултарать: "Мĕнле предметпа-ши?" Каласан ĕненместĕр те пуль, физкультурăпа. Çапла, çапла… Физкультурăпа. Эпĕ спорта юратнăран унăн тĕрлĕ енĕпе интересленнĕ, нихăçан та "манран пулмасть" тесе турткалашман, вăй хурса тăрăшнă. Çавăнпа шкул чысне пĕрмай хỹтĕленĕ. Ун чух эпĕ саккăрмĕш класра вĕренеттĕмччĕ, хальхи пекех астăватăп, вăл пире хăй малта йĕлтĕрпе йĕр туса пырса хĕлле район ăмăртăвне Хăмаркка вăрманĕ витĕр Мучикассине илсе каятчĕ, малалла Чутая автобуспа каяттăмăр… Йăрăс пỹллĕ çамрăк учитель ачасене юратса вĕрентетчĕ. Манăн сăмахăм паян Мăн Хăмаркка ялĕнче 1945 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралса ỹснĕ пултаруллă сăвăç çинчен пырĕ. Çитмĕл çул тултарать. Кам-ши вăл тейĕр эсир. Вăл _ пултаруллă сăвăç - Владимир Михайлович Чеблуков. Хăйне валли литература псевдонимне суйланă - Урпаш. Вăл ялти çичĕ çул вĕренмелли, Мăн Этменти вăтам шкулсенче пĕлỹ илнĕ. 1964-1967 çулсенче хĕсметре тăнă. Пĕр вăхăт ялхуçалăхĕнче, унтан Шупашкарта тракторсен саппас пайĕсем тăвакан заводра ĕçленĕ. 1969-1970 çулсенче физкультура учителĕ-сем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕЧăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухса чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулса тăнă. Тăван ялĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вĕренекенсене чăваш чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă, çав вăхăтрах чуна çывăх хайлавсем çырнă. Эпĕ район хаçачĕн страницисенче Владимир Михайлович шăрçаланă статья, тĕрленчĕк, сăвă сахал мар вуланă, унăн хайлавĕсемпе яланах хавхаланнă. Кăçал, февралĕн 5-мĕшĕнче, районта Раççейре Литература çулталăкĕпе Чăваш Енре Константин Васильевич Иванов çулталăкне уçнă çĕрте Владимир Урпаш паллă сăвăç Культура çурчĕн сцени çинче çитĕнекен ăрăва хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Унта Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă çĕрте çырнă "Чикĕ-ре" сăввине вуларĕ, службăра тăнă чухне те республикăра тухса тăракан "Ялав" тата "Тăван Атăл" журналсене çырăнса илнине каласа пачĕ, ачасене тăрăшса вĕренме чĕнсе каларĕ. Тата тепĕр самант асра: çак çулăн апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Шупашкар хулинчи Кооператив институчĕн акт залĕн-че иртнĕ хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхне пухăннă çынсем умĕнче те хăйĕн сăввисене вуласа пама тивĕç пулнине курса хĕпĕртерĕм. Хама пĕлỹ панă вĕрентекенпе мухтанатăп, мăнаçланатăп, унтан тĕслĕх илетĕп. Манăн алăра - кăçал тухнă "Иртнĕ вăрçă ачи-сем" кĕнеке. Çак кĕнекене Владимир Михайлович хăйĕн юбилейĕ умĕн кăларма пултарчĕ, хăйне валли чун парни турĕ. Ăна Шупашкарти "Аттил" издательствăра пичетленĕ. В.Урпаш кĕнекине Чăваш халăх писателĕ М.Н.Юхма рецензиленĕ: "…В.М.Чеблуков сăвăсем çырма вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тытăннă. Унăн сăввисем район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетленнĕ. Ку хайлавсем - авторăн пĕрремĕш кĕнеки. Унта поэтăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисем. Вĕсене эпĕ питĕ савăнса вуларăм. Пĕрремĕш кĕнеке - ăнăçлă кĕнеке. Поэтăн хăйĕн, хăйне евĕрлĕ сассине палăртакан сăвăсем ку кĕнекере. Эпĕ шансах тăратăп, Владимир Чеблуков-Урпаш ỹлĕмрен те пире хăйĕн çакăн йышши ăста та илемлĕ çырнă сăввисемпе те, кĕнекисемпе те савăнтарсах тăрĕ". Кĕнеке темиçе пайран тăрать: "Тăван ен", "Çутçанталăк", "Кăмăл-туйăм", "Ĕç çынни", "Фашизма хирĕç", "Икĕ юптару". Вĕр çĕнĕ кĕнекене вуласа тухса чун киленĕçне туйрăм. Пĕрремĕш кĕнеке кун çути курнă ятпа та, юбилей ячĕпе те эпĕ Владимир Михайловича çирĕп сывлăх, пултарулăхра ăнăçу, тулăх пурнăç сунатăп. Сăмах ỹнерĕнче ĕçлекен çын литература теорине алла илме çăмăлах маррине ăнланать. Хăть мĕнле материал хатĕр-лес пулсан та кама çырма питĕ ансат, кама - йывăр. Владимир Михайловичăн хайлавĕсем çăмăллăн çуралнăнах туйăнаççĕ мана, мĕншĕн тесен унăн тавракурăмĕ анлă, çырас туртăмĕ пысăк. Вăл чăн пурнăçа кăтартассипе пĕрлех ăна ытарлă сăнласа парассине те мала хурать. Унăн хайлавсем çырас ăсталăхĕ çулсерен туптанса якалса пырать. Хăйĕн сăввисенче сăнарлă чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе тухăçлă усă курать.
Светлана ЯРУТКИНА, Сĕнтĕкçырми ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"