22 июля 2015 г.
Кăçал шкулпа сывпуллашнисенчен чылайăшĕ патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытни çинчен шухăшлама та пăрахрĕ пулĕ - алла аттестат илнисем халĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕрессишĕн ăшталанаççĕ. Хăш институт-университетра бюджетлă вырăнсем пур? Укçалла вĕренес пулсан мĕн чухлĕ тỹлемелле? Экзаменсене ăнăçлă тытайманнисем вара? Кăçалах алла аттестат илме шанăç пур-ши вĕсен? Çак ыйтусем çине хурав шырар-ха эппин паян. Патшалăх экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем Чи малтанах кăçалхи ППЭ кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. ЧР Вĕренỹ министерстви Патшалăх экзаменĕ-сен кăçалхи кампанийĕн кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине пытармасть. Математикăпа иртнĕ никĕс шайри экзаменсăр пуçне Чăваш Ен мĕнпур предметпа Раççейри вăтам кăтартусенчен лайăхрах шайра палăрнă. 100 бала тивĕçнисен шучĕ пĕлтĕрхинчен 1,5 хут ытларах. Математикăна илес пулсан вара, кĕтменлĕхсем сиксе тухнă. Кăçал ăна икĕ пая пайларĕç. Профиль пайне суйласа илнисем 73 процент пулнă, вĕренỹ ведомстви вара вĕсен йышĕ 40-50 процентран ир-тессе шутламан. Те вĕрентекенсем ытлашши хĕтĕртнĕ, те выпускниксем хăйсен пĕлĕвне пысăклатса хак-ланă - экзамена хутшăннисенчен 12,6 проценчĕ "иккĕ" илнĕ. Çапла майпа республикăри 174 выпускник аттестатсăр тăрса юлнă. Шел те, пирĕн районта та математикăпа экзамен тытайманнисем пулчĕç. Вĕсене кăшт та пулин лăплантарма çакна пĕлтерме пулать: математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен тытайманнипе аттестат илейменнисене патшалăх экзаменне сентябрьте тепĕр хут тытма май параççĕ. Ун чухне вĕсем иртнĕ çулхи выпускниксем шутланаççĕ ĕнтĕ. Кĕркунне экзамен ăнăçлă тытсан куçăмсăр майпа та пулин (заочно) професси пĕлĕвĕ паракан пĕр-пĕр заведение вĕренме кĕмешкĕн май пулать. Пăшăрханмалли сăлтав каччăсемшĕн пулать _ çара йыхравличчен экзамен тытса ĕлкĕрĕç-и? Вĕренỹри хастарлăхшăн - медаль Пĕрисем экзаменсене тытайманнишĕн пăшăрханнă хушăрах районта вăтам шкула "Вĕренỹри уйрăм ăнăçусемшĕн" медальпе тата хĕрлĕ аттестатпа пĕтернисем пурри са-вăнтарать. Палăртмалла, халĕ çакнашкал медальсемпе кăна чыс-лаççĕ, кĕмĕл медаль парассине пăрахăçланă. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шкултан чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă май Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Ксения Гусельщикова, Анастасия Элеменкина, Питĕркасси шкулĕнчи Кристина Фадеева, Мăн Этмен шкулĕнчи Эльвира Артемьева, Татьяна Логинова, Анна Михеева, Надежда Сидорова, Екатерина Падюкова, Марина Храмова, Çĕн Атикассинчи Ирина Сатлайкина асăннă медале тивĕçнĕ. Пултаруллă физиксем, инженерсемпе программистсем кирлĕ Хальхи вăхăтра çĕршыври вĕренỹ тытăмĕн пĕтĕмĕшле тĕллевĕ - çамрăксене инженерипе техника специальноçĕсене вĕренме илĕртесси. Çавна май вăтам шкулсенче аслă классенче аслă пĕлỹ илес тĕллевлисем кăна юлмалла тесе шухăшлаççĕ. Ыттисемшĕн вара тăххăрмĕш класс хыççăн техникумсемпе колледжсен алăкĕсем уçăлма тивĕç. Юрать тейĕпĕр, кашни саманан - хăйĕн ыйтăвĕ. Анчах та мĕншĕн-ха, енчен те инженерсем çав териех кирлĕ пулсан, çак профессие алла илме пысăк укçа тỹлемелле? Тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарта инженера вĕренме кĕрес тесен хăш-пĕр çĕрте 30 пин тенкĕ тỹлемелле теççĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче вара - 77,8 пин тенкĕ. Ытти профессие алла илес тесен те укçа чылай кирлĕ пулать. Чи хакли - çулталăкне 122,3 пин тенкĕ тỹ-лесе вĕренмелли, Чăваш патшалăх университетĕнче. Çакăн чухлĕ тỹ-лесен дизайнера вĕрентеççĕ иккен кунта. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çак профессие алла илме 111,4 пин тенкĕ тỹлемелле. "Питĕ хаклă тỹлесе алла професси илнĕ хыççăн дизайнера ĕçе вырнаçма пулать-ши?" - шухăша кайрăм эпĕ. Пулать иккен. Шупашкарта хальхи вăхăтра вакансисем те пур. Вăтам шалăвĕ - 24 пин тенкĕ. Хăш-пĕр çĕрте вара ĕç укçи 9 пин тенкĕрен пуçласа 80 пин тенкĕ таран тесе кăтартнă. Апла-и, капла-и, университетра пĕлỹ илес тесе пĕтернĕ укçана каялла тавăрас тесен чылай вăхăт ĕçлемелли куçкĕрет. Чăваш патшалăх университетĕн-че ытларах медицинăпа çыхăннă специальноçсене суйласа илеççĕ иккен. Педиатри енĕпе пĕр вырăна 13 çын талпăнать, фармаципе - 10,4 çын. Палăртмалла, медицина специальноçĕсемшĕн кунта çулталăк-не 78 пин тенкĕ тỹлемелле. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче шкул çулне çитменнисемпе ĕçлес кăмăллисем ытларах - ку факультета пĕр вырăна 10,6 çын заявлени панă. Пуçламăш классемпе ĕçлес текенсем те чылай - пĕр вырăна 14,8 çын, ют чĕлхесен факультетне - 14,6, вырăс чĕлхипе литературине - 15,7 çын. Çак специальноçсене алла илес текенсен çулталăкне 63 пин тенкĕ ытла тỹ-лемелле. Тỹлевсĕр вĕренме кĕме те пулать. Кăçал республикăра пурĕ 3,2 пин бюджетлă вырăн пăхса хунă. ЧГУ-ра тата ЧГПУ-ра тỹлевсĕр вĕренес шухăшлине палăртса 12 пин ытла абитуриент ыйтса çырнă теççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, вĕсенчен ытларахăшĕн укçалла вĕренме тивет. Çак йышра чăвашсем кăна мар иккен тата, кỹршĕ Марий Эл, Тутар республикисенчен, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчен килнисем те пур. Апла-тăк, пирĕн патри аслă вĕренỹ заведенийĕсен сумĕ пур. Е пирĕн республикăра вĕренме ытти вырăнтинчен йỹнĕрех-ши? Абитуриентсен заявлени- йĕсене июлĕн 24-мĕшĕнче йышăнма пăрахаççĕ. Йышăну кампанийĕн кăтартăвĕсем июлĕн 27-мĕшĕнче паллă пулаççĕ. Сăмах май, тин кăна алла диплом илнисене ĕçе илнĕ чух вĕсем ăçта вĕреннине те пăхаççĕ иккен. ЧПУ-ран е Коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă менеджерсемпе экономистсене ĕçе вырнаçма çăмăлрах теççĕ. Аслă вĕренỹ заведенийĕсен выпускникĕсем пĕтĕмĕшле ĕçе еплерех вырнаçнин мониторингне те тăваççĕ. Ку енĕпе пирĕн Чăваш патшалăх педагогика университечĕ малта пырать - кунти выпускниксенчен 80 проценчĕ ĕçе вырнаçать.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"