22 июля 2015 г.
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче - Суйлав кунĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет, тĕплĕнрех каласан, район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлас пулать. Пĕтĕмĕшле палăртсан, паян районти 10 ял тăрăхĕнчи участокри суйлав комиссийĕсенче хатĕрлев тапхăрĕ пырать. Паянхи кун районти тĕп суйлав комиссийĕ кандидатсен докуменчĕсене йышăнассипе ĕçлет. Хальлĕхе вунпĕррĕн документсене килсе пачĕç. Виççĕшĕн докуменчĕсене тĕрĕслесе тухса регистрацилени çинчен калакан йышăну кăлартăмăр. Депутат пулма шухăш тытнисенчен 9 арçын тата 2 хĕрарăм. Палăртмалла, республика Пуçлăхĕ пулма кандидата тăратмалли тапхăр июлĕн 24-мĕшĕнче, хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне хутшăнаканнисен августăн 3-мĕшĕнче вĕçленет. Районта пурăнакан суйлавçăсене асаилтеретпĕр, кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче вăл е ку суйлавçăн сасăлава хутшăнма май çук пулсан, саккунпа килĕшỹллĕн, суйлавччен 10 кун маларах кашни хăйĕн суйлав участокĕнче вăхăтсăр сасăласа гражданинăн тивĕçне пурнăçлама пултарать. Кăçалхи суйлавра открепительнăй удостоверенисем çук. Çавăнпа та район е республика тулашне ĕçлеме е больницăна сипленме каякан ентешсен, е тата ытти сăлтавсене пула суйлав кун районта пулайманнисен маларах асăннă мелпе усă курсан аванрах пулĕ. Территорири суйлав комиссийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"