АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арăмне тавăрасшăн пулнă

22 июля 2015 г.

Ачкассинче пурăнакан пĕр арçын Шулю ялне кайнă. Вăл хăйĕнчен уйрăлса кайнă арăмĕ ашшĕн шифоньерта пытарса хунă 40 пин тенкине тата хăйĕнне 20 пин тенкĕ вăрланă тесе полицине пĕлтерчĕ. Полици сотрудникĕсем вырăна çитсе лару-тăрăва тĕпчеме пуçласан арçын суйни сисĕнчĕ. Суйма юраманнине пĕлсех арăмĕ пирки вăл суя заявлени çырчĕ. Ĕç-пуçа малтанласа тĕпченĕ тăрăх укçа çухалнине нимĕнле те çирĕплетме май килмерĕ, каярахпа арçын çакна пĕтĕмпех хăй шутласа кăларнине пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе апрелĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăрлахи вăхăтра, хайхи арçыннăн арăмĕ пĕрле пурăннă кил-çуртран хăйĕн япалисене (телевизор, спутник антенна, ресивер) илсе тухса кайнă. Хĕрарăм çакăн çинчен упăшкине пĕлтермен. Çакăншăн кỹренсе ỹкнĕ арçын тавăрма шут тытнă та укçа вăрланă тесе пĕлтернĕ. Халĕ вăл РФ УК 306-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (преступлени тунă тесе юри суйса пĕлтернĕшĕн) айăпланать. Çак айăпа вăл пĕтĕмпех йышăнчĕ. Арçын мăшăрĕпе 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа пĕрле мар иккен. Халĕ вăл Ачкассинчи пĕр хĕрарăмпа пурăнать-мĕн. Малтанхи арăмĕ вара хăй çуралнă çĕре, Чулхула облаçне, тухса кайнă. Мăшăр судпах уйрăлнă. Анчах пĕрле ĕçлесе туяннă пурлăха арăмĕ илсе кайни арçынна питĕ тарăхтарса янă пулас.

Р.ПУДОВА, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика