АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача алăра чухне ашшĕ-амăшĕнчен телейли кам пултăр?

22 июля 2015 г.

"Юрататăн - эппин, унăн пурнăçĕпе пурăнатăн", - тенĕ Лев Толстой. Ашшĕ-амăшĕ те ача çуралсанах тĕпренчĕкĕшĕн пурăнма тытăнать. Шăпах хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене вĕсем ăшшăн пăхнине, лăпканине курма пулчĕ июлĕн 8-мĕшĕнче ЗАГС пайĕнче. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче кунта темиçе çемье патшалăхăн амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕ, унсăр пуçне ача ятне те хучĕç... Патшалăхăн амăшĕн капиталĕн сертификатне Хĕрлĕ Чутайри Наталья Эзенкина тивĕçрĕ. Наталья Александровна кăçал мартăн 11-мĕшĕнче йĕкĕреш хĕрачасем çуратнă. Вĕсене Милăпа Неля ятсем хунă. Савăнăçлă мероприятие икĕ ача амăшĕ хунямăшĕпе, хуняшшĕпе тата упăшкин шăллĕ-пе килчĕ. Мăшăрĕ Евгений халĕ аякра: çар институчĕ хыççăн вăл Оренбург облаçĕнче рота командирĕнче тимлет. Çăмăлланма тăван тăрăха килнĕ Наталья, ачисем ỹссе тĕрекленнĕ май, çитес вăхăтра мăшăрĕ патне çула тухма хатĕрленет. Хальлĕхе икĕ ачапа ăна хуняшшĕпе хунямăшĕ, Светлана Николаевнăпа Сергей Владимирович, пулăшса тăраççĕ. Мăнуксем çурални вĕсемшĕн калама çук пысăк савăнăç. Шĕмшеш ялĕнчи Ольгăпа Алексей Ямброськинсен вара виçĕ ача. Иккĕмĕш ачи 5 çулта, Карина ятлă. Ăна çуратнăшăн панă патшалăхăн амăшĕн капиталĕпе мăшăр кил-çурт туяннă. Халĕ вара Ксения çуралнăшăн çемье республикăра паракан 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Савăнăçлă мероприятире чи кĕçĕнни Татьяна пулчĕ. Виççĕмĕш кайăк Сĕнтĕкçырминчи Еленăпа Евгений Варламовсен çемйине июнĕн 26-мĕшĕнче вĕçсе килнĕ-мĕн. Апла пулин те пĕрремĕш хут халăха тухнă пĕчĕк тус сасă парса хăратмарĕ, амăш аллинче лăпкă çывăрчĕ. Çав хушăра вара Елена Владимировнăпа Евгений Егорович Татьянăн пĕрремĕш документне тата 100 пин тенкĕне тивĕçнине çирĕплетекен сертификата алла илчĕç. Аслисем вĕсен, Ксенипе Юрий, 10 тата 7 çулсенче. Иккĕмĕш ачишĕн панă патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье хваттер туяннă. А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика