АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртакансене курмăш тумалла-и?

24 июля 2015 г.

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнче пируспа кĕрешмелли саккунăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕчĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки çулсенче Раççейре туртакансен йышĕ 16-17 процент сахалланнă. Вĕсен йышĕ çулран-çул сахалланасса çав тери шанас килет те - хальлĕхе халăх шухăшлавĕ тĕпренех улшăнайманнине сисетпĕр: вокзал çывăхĕн-че, транспорт чарăнăвĕнче, лавккасем патĕн-че тата ытти çĕрте те пирус туртакансене асăрхатпăр. Çав сывлăша сывлани туртнинчен те сиенлĕрех пулнине тĕпчевçĕ-сем çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çỹлерех асăннă саккуна пирус туртманнисен правине хỹтелес тĕллевпе йышăннă, апла пулсан ăна пăсакансене курмăш тумалла мар, вĕсемпе çине тăрса кĕрешмелле. Тен, çакна палăртсан туртакансен йышĕ татах та сахалланĕ: Чăваш Енри Роспотребнадзорăн управленийĕ пĕлтĕр 89 çынна административлă майпа явап тыттарма, 758 пин тенкĕлĕх штрафлама протокол çырнă. Ку йышра юраман çĕрте чĕлĕм паклаттаракансем те, сигаретпа сутă тăвакан предпринимательсемпе органи-зацисем те пур. 2014 çулта республикăри полицисем çĕнĕ саккуна пăснă 588 тĕслĕх тупса палăртнă, 250 пин тенкĕлĕх штраф шыраса илме йышăннă. Çав шутра çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшĕсене штрафланă тĕслĕхсем те пур, вĕсен ачисем юраман çĕрте пирус туртнă. Ку енĕпе районти лару-тăру ак çапларах: пĕлтĕр юраман çĕрте пирус туртнăшăн районти полицисем 7 протокол çырнă, кăçал вара паянхи кунччен - 3. ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăри халăхăн 24 проценчĕ пирус туртать. Юлашки пилĕк çулта вĕсен йышĕ 13,5 процент чакнă. Чăвашстат хыпарланинчен çакă паллă: 2014 çулта, 2013 çулхипе танлаштарсан, табак сутасси 8 процент чакнă. Районта культура ĕçченĕсем чылай мероприяти ирттереççĕ. Халăх район центрне Хĕле ăсатма та, Çĕнтерỹ кунне уявлама та, ытти çĕре те самаях пухăнать. Ку питĕ лайăх. Анчах та юрра-ташша ăстасен пултарулăхĕпе савăнса, киленсе тăнă чухне халăх хушшинче пирус мăкăрлантарнине курсан кăмăл пăсăлать. Унăн тĕтĕмĕпе эпĕ кăна мар, чылай çын сывлать. Çитменнине тата пирусăн кĕлĕ çипуç çине лекĕ, шăтарĕ, япалана юрăхсăра кăларĕ... Паллах, ун пек çынсемпе юнашар тăма пултараймастăп, вĕсене халăх хушшинче туртас çуккине асăрхаттармасăр та чăтаймастăп - малашне те çаплах тăвăп. Ыттисем те çав киревсĕр япалана халăх хушшинче мăкăрлантармалла маррине каласан пурне те лайăх пулмалла та. Раççейри саккуна тĕпе хурса пирĕн депутатсем пирус сиенĕнчен хăтарас, çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасшăн. Халăх сĕнĕвне шута илнĕ май туртма юраман вырăнсен списокĕ татах та вăрăмланĕ. Анчах саккун районта туллин ĕçлессе шанас килет. Ăна пурнăçа кĕртес енĕпе йĕрке хуралçисемпе пĕрле халăхăн та çине тăмалла, мĕншĕн тесен пирĕн ачасем çакна курса ỹсеççĕ. Вĕсен тата хамăрăн сывлăхшăн эпирех яваплă.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика