24 июля 2015 г.
Июлĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма Михаил Игнатьев кандидатурине регистрацилес ыйтăва пăхса тухнă. Унăн пур ĕç хучĕ те, алă пустарнисем те "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен" саккунăн 27-29-мĕш статйисемпе килĕшсе тăнине палăртнă. Михаил Васильевича регистрацилесе удостоверени панă. ЧР Тĕп суйлав комиссине Чăваш Республикин должноçне йышăнма пурĕ 12 çын хăйсен кандидатурине тăратнă, М.Игнатьев вара регистрациленĕ пĕрремĕш кандидат пулса тăнă. Асăннă ларура М.Игнатьевăн шаннă çыннисене те регистрациленĕ, вĕсем: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Лев Кураков пенсионер, "Чебоксарские городские электрические сети" УАО директорĕн çумĕ Анатолий Игумнов, уйрăм предприниматель Алексей Львов, "ТУС" ХАО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов тата Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ольга Петрова.
Источник: "Пирěн пурнăç"