АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсемпе кая ан юлăр

24 июля 2015 г.

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлав кунĕ çывхарсах пырать. Аса илтеретпĕр, республика Пуçлăхĕ пулма шухăшлă кандидатсен документсене июлĕн 24-мĕшĕччен республикăри тĕп суйлав комиссине çитермелле. Район Пухăвĕн, е вăл е ку ял тăрăхĕн депутачĕ пулма тĕллев тытнă кандидатсен августăн 3-мĕшĕччен районти территорири суйлав комиссине пымалла. Кандидат хăйне тĕллĕн (политика партийĕсен йышăнăвĕсĕр) документсем тăратса районти тĕп суйлав комиссийĕнче регистрациленес тет пулсан, унăн августăн 3-мĕшĕччен тăхтамалла мар, мĕншĕн тесен вăл мĕнпур документсене йышăнмалли юлашки кун. Асăннă кун заявлени çыракан халăхран ăна шаннине пĕлтерсе ятарлă хута (подписной лист) хатĕрлесе çитерме пултараймĕ. Йĕрке тăрăх, заявлени çырнă хыççăн тепĕр кунне кăна вăл суйлавçăсене алă пустарма пултарать. Çапла майпа августăн тăваттăмĕшĕ çитет. Районти территорири суйлав комиссийĕн ун чухне никамран та нимĕнле документ та йышăнма юрамасть. Суйлавçăсене вара çакна калас килет. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлав участокне паспортпа пымалли пирки манмалла мар. Унсăрăн гражданинăн тивĕçне пурнăçлама май пулмĕ. Енчен те паспорта улăштарма вăхăт çитрĕ пулсан е çухатрăр пулсан районти миграци службине каймалла. Унта ыйтăва татса парĕç. Паянхи кун районти суйлав комиссийĕ кандидатсен докуменчĕсене йышăнассипе малалла ĕçлет. Хальлĕ-хе вунпĕрĕн килсе панă. Тăххăрĕшĕн докуменчĕсене тĕрĕслесе тухса комисси регистрацилени çинчен калакан йышăну кăларнă. Территорири суйлав комиссийĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика