АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машина кабини уншăн ĕç вырăнĕ те, çывăрмалли пỹлĕм те пулнă

24 июля 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ялсенче юлнă ачасемпе çамрăксем ырми канми-тăрăшнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тар тăкнăскерсем, мирлĕ вăхăтра та хăйсен пурнăçне ĕçе халалланă. Эпир паянхи кун та аслă ăрури çынсен пархатарлă ĕçне асра тытса вĕсене сума сăватпăр. Пирĕн калаçу тылпа ĕç ветеранĕ - Геннадий Андреевич Трифонов çинчен пырĕ. Геннадий Андреевич 1932 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл Урикасси ялĕнче, йышлă хресчен çемйинче ỹснĕ. 1939 çулта Гена Урикассинче вырнаçнă пуçламăш, кайран Трапайри çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче ăс-тăн пухнă. Каччă çурма тăлăх çитĕннĕ, ашшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Яш каччă умне нумай йывăрлăх сиксе тухнă. Вăрçăн тертлĕ çулĕсене те вăл ытти халăхпа пĕрле чăтса ирттернĕ. 10-11 çулхискерĕн колхозра суха тума тивнĕ. Лашасем пулман, вăкăрсене кỹлсе çĕр сухаланă, сỹ-реленĕ. Выçлăх та вĕсен кил алăкне шаккамасăр иртсе кайман, ялти ытти ачасемпе пĕрле татнă курăкран амăшĕ яшка пĕçерсе çитернĕ. Шкул саккипе сывпуллашсан, 17 çулхи яш Челябинск хулиничи ФЗОна кирпĕч хывакан ĕçне вĕренме кайнă. 1952 çулта Геннадий Трифонов Совет çарĕн ретне тăнă, унта вăл шофер ĕçне хăнăхнă. Тăван колхоза таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех водительте ĕçленĕ. Пурнăç кустăрми ăна ăçта кăна илсе çитермен-ши? Утă-улăм турттарма Краснодара та, Кургана та... Нихăçан та тăраниччен çывăрайман, машина кабини уншăн ĕç вырăнĕ те, çывăрмалли пỹлĕм те пулнă. Кăшт тĕлĕрсе илнĕ те - малалла... Патшалăх унăн ĕçне çỹллĕ шайри наградăсемпе чысланă. 1977 çулта вăл "Хисеп палли" ордена, 1985 çулта "Ĕç ветеранĕ" медале тата ытти грамотăсене тивĕçнĕ. Ăна Атнар ял тăрăхĕн депутатне те суйланă. Мăшăрĕпе, Федосья Филипповнăпа, вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре ура çине тăратнă. Хăй ача чухне ашшĕн юратăвне илейменскер, чун ăшшипе юратăвне ачисене пама тăрăшнă. Халĕ Геннадий Андреевич 83 çулта. Мăшăрĕпе вĕсем вăхăта алă усса ирттермеççĕ, килти хушма-хуçалăхра тăрăшаççĕ.

Нина КУРОПАТКИНА, ЧПУ студентки.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика