24 июля 2015 г.
Ял ĕçченĕ паян килти хушма хуçалăхра туса илнĕ таса та пахалăхлă продукцине кама тата мĕнле хакпа парассине хăй суйласа илет. Сĕтне те, аш-какайне те пухакан-илекен нумай, кашнин хăйĕн хакĕ. Ку кăларăмра райпо тытăмĕпе çыхăну тытакан, хăйсем туса илнĕ ялхуçалăх продукцине ун урлă вырнаçтаракансене асăнас килет. Акă нумаях пулмасть Упукушкăнь ял лавккине çитме шут тытрăм. Çулçỹрев ăнсăртран мар: Упукушкăнь лавкки иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Чи лайăх лавкка - йышăнакан-хатĕрлекен пункт" республикăри конкурсра пĕрремĕш тухма пултарнă. Пĕтĕмпе вара ялхуçалăх продукцине тата чĕртавара халăхран республикăри 719 суту-илỹ предприятийĕ йышăннă. Упукушкăнь лавкки республикăри тата тепĕр виçĕ лавкка пекех чи пысăк хатĕрлев çаврăнăшĕ (2,4 миллион тенкĕ) тума пултарнă. Калас пулать, халăхран сĕт пухассипе районти пур лавкка та ĕçлет. Ял çыннисем сĕт сутса пулнă укçапа лавккаран кирлĕ тавар туянаççĕ. Упукушкăнь лавккине пырса кĕнĕ чух шăпах аслă çулсенчи çынсемпе ачасем сĕт укçишĕн тĕрлĕ таварпа татăлаччĕç. Мĕн кирли вара кунта йăлтах пур: çимеллирен пуçласа хуçалăхра кирлĕ япаласем таранах. Лавккара 31 çул тăрăшакан Вера Куличева райпо тытăмне сĕт парас енĕпе чи малтан хăй ырă тĕслĕх кăтартать. Вера Васильевнăпа мăшăрĕ килти хуçалăхра 3 ĕне, 3 вăкăр, çăвăрлаттармалли сыснасем усраççĕ. Кунне вĕсем 40 литртан сахал мар сĕт илсе тухса сутаççĕ. Пĕтĕмпе вара лавкка урлă кунне 900 килограмм ытла сĕт пухăнать. Иртнĕ уйăхра упукушкăньсем 30 тонна сĕт пухса панă. Ку кăтарту ишеккассисенчен 4 тонна сахалрах çеç. Виççĕмĕш вырăнта Туканаш ялĕ пырать, кунта иртнĕ уйăхра 19 тонна сĕт пухнă. Ытти ялсенче вара 10-15 тонна пухăнать иккен. Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче килти хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие райпо урлă вырнаçтаракансем чылай. Акă, Питĕркассинчи Людмила Вазина, райпон тĕп бухгалтерĕ, мăшăрĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх нумай усрать. Çавăн пекех Ишеккассинче пурăнакан, çăкăр заводĕнче вăй хуракан Надежда Орлова та мăшăрĕпе паян тăватă ĕне тытать. Çак асăннă çемьесем кашни кунах патшалăха райпо урлă 50-60 литр сĕт ăсатаççĕ. Кун пек тĕслĕхсене чылай илсе кăтартма пулать. Ỹркенмесен ялтах тыткаламаллăх укçа ĕçлесе илме май пуррине вĕсем тепĕр хут çирĕплетсе параççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"