АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх, чун, кăмăл-сипет пирки те манас марччĕ

29 июля 2015 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларура 19 ыйту пăхса тухнă. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынă. Правительство членĕсем ларура сывлăх сыхлавĕ пирки те хĕрỹ сутсе явнă. Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă лару-тăрупа ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова паллаштарнă. Хальхи вăхăтра республикăра 66 медицина организацийĕ ĕçлет. Вĕсенче тĕрлĕ сыпăкри 17 пин ытла медперсонал вăй хурать. Поликлиникăсене 2014 çулта çулталăк тăршшĕн-че чирлисем 14 миллиона яхăн хут пынă. Т.Богданова палăртнă тăрăх - социаллă проектсене, сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăсене пурнăçа кĕртни юлашки пилĕк çулта вилекенсен шутне 8 процент, инсульта пула пурнăçран уйрăлакансен шутне 15 процент таран чакарма май килнĕ. "Республикăри медицина ĕçченĕсем 1561 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Тин çуралнă 1050 ачана вилĕм аллинчен туртса илнĕ", - тенĕ министрăн пĕрремĕш çумĕ. Пĕчĕк виçепе çуралакан ачасен пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе республика федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Раççей регионĕсен хушшинче - иккĕмĕш. Шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта, сиплеме май пур вăхăтра, тупса палăртасси те палăрмаллах ỹс-нĕ. Çакă скрининг тата профилактика программисене анлăлатнинчен нумай килнине палăртнă Т.Богданова. Хальхи вăхăтри çивĕч тепĕр ыйту - тулаш сăлтав-сенчен (çул çинчи аварисем, шывра путни, çакăнни тата ытти те) ачасем пурнăçран уйрăлни. "2014 çулта çак сăлтавсене пула 74 ача вилнĕ. Кăçалхи çур çулта - 32, - тенĕ Т.Богданова. - Ачасен сывлăхне хỹтĕлеме миллиардсем хыватпăр. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитменрен вĕсене çухататпăр". Т.Богданова çавăн пекех сывлăх сыхлав отрасльне ятарлă техникăпа тивĕçтерни, халăха медицина пулăшăвĕ парассине мĕнле йĕркелени тата ытти çинчен каласа кăтартнă. "Республикăра 85 ФАП хута ятăмăр. Çакă çынсене вăхăтра тата тивĕçлĕ пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илме май парать. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ-пе тивĕçтересси 1,4 хут ỹсрĕ. Амăшĕпе ачин сывлăхне сыхлакан служба ĕçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ, - тенĕ вăл. - Халăха сиплеме çамрăк специалистсене явăçтарма тăрăшатпăр. Кăçал шкул пĕтернĕ 85 ача медицина пĕлĕвĕ илме кăмăл тунине пĕлтерчĕ. Направленипе вĕренсе тухнă хыççăн вĕсен обязательнăй йĕркепе пилĕк çул ĕçлемелле пулĕ". Медицина тытăмĕ комплекслă ĕçлени çинчен кун-çул тăршшĕне вăрăмлатма пулăшнине республика ертỹçи те палăртнă. "Сывлăх сыхлавне аталантарма 5 миллиард тенкĕ хыврăмăр. Мĕнпур медицина учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, хальхи йышши оборудованисем вырнаçтарнă, - тенĕ Михаил Васильевич. - Миллиард-сем тăкаклани кăна çителĕксĕр. Ырă кăмăл та кирлĕ. Чирлисем тухтăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлччăр. Пациентсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе çеç тивĕçтернипе кăна мар. Тимлĕх, сисĕм-лĕх, чун, кăмăл-сипет пирки те манас марччĕ".

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика