31 июля 2015 г.
Июлĕн 24-мĕшĕнче агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пухăннисем 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн район выльăх-чĕрлĕхрен аш-какай туса илессипе (чĕрĕ виçепе) ỹсĕм тунă пилĕк район шутнĕ кĕнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăçалхи çур çулта районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 451,9 тонна (116 процент) аш туса илнĕ. Район ку енĕпе Шупашкар, Патăрьел районĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать. Сĕт илессипе те кăтартусем япăхах мар - тăххăрмĕш вырăнта, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче хĕрлĕчутайсем 2466,5 тонна (103,2 процент) продукци илнĕ. Пĕтĕмпе вара сĕт кăтартăвĕсене республикăри 16 район лайăхлатнă. Çавăн пекех Чăвашстатăн кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн районти ялхуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 16 пин те 538 тенкĕпе (111 процент) танлашнă. Çакă республикăри кăтартуран самай пысăк, унта вăтам ĕç укçи 13459 тенкĕпе çеç танлашать.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"