31 июля 2015 г.
Çĕр ĕçченĕсем çак эрнере кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене вырма тухрĕç. Çанталăка пула кăçал вырма каярах юлчĕ. Тыр-пул пуссине "Нива", "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ-сен, Н.И.Лисаев, В.А.Никитин фермерсен комбайнĕсем тухрĕç.
"Нива" хуçалăхра икĕ комбайн тырă вырать, вĕсене Юрий Вороновпа Андрей Чеченешкин опытлă комбайнерсем тытса пыраççĕ. Александр Ти-мешков, Вячеслав Скворцов тата Илья Афанасьев водительсем вара тыр-пула йĕтем çине турттарса тăраççĕ. Мучикассисен кĕрхи культурăсене 247 гектар лаптăкран пухса илмелле. Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕсем 65 гектара тирпейленĕ те ĕнтĕ. Николай Лисаев фермерăн уй-хирĕнче Георгий Судаков тырă вырать, ăна Алексей Ястребов пулăшать. Экипаж йышĕн-че Михаил Сорокинпа Геннадий Михеев механизаторсем те, вĕсем тулăна йĕтем çине тракторпа леçеççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем фермер хуçалăхĕнче 278 гектар йышăнаççĕ. Унтан 75 гектарĕ çинчен вырса пĕтернĕ, 170 тонна тырă çапса илнĕ.
Пĕтĕмпе районĕпе ĕнерхи кун тĕлне 265 гектар лаптăкран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илнĕ, 595 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ, тыр-пул тухăçĕ вăтамран 20,5 центнерпа танлашать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"