АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăл, ăшă чун. Мĕнпе виçетпĕр эпир вĕсене?

31 июля 2015 г.

Паянхи саманара тỹрккеслĕх тата чунсăрлăх серепине лекекенсен йышĕ ỹссех пыни кăмăла хуçать. Кăнттам, тепринпе çиллессĕн сăмах хушакан çынсене час-часах тĕл пулма пулать: урамра, лавккара, больницăра, пĕр-пĕр кантурта. Районти пĕр учреждение ыйтупа килнĕ ватă çынна пĕр специалист: "Нимĕн те ăнланмастăр! Çỹретĕр кунта!" - тесе хыттăн кăшкăрни те тĕлĕнтерет. Чылайăшĕ ватă çынсемпе ĕçлеме çăмăл мар тесе калĕ. Анчах та никам та вĕсемпе ĕçлеме ирĕксĕрлемест. Ĕçе хамăр суйлатпăр-çке. Тепĕр ỹкерчĕк: ĕçтешпе ларатпăр пĕр организацири специалистсен кабинетĕнче (ĕç хучĕсемпе çỹренĕ май), итлетпĕр: "Ĕнерхи паян та кăритурта тăрать, эрне уттаратăп-ха ăна..." тата ытти ырă мар шухăшсене манран та, юлташран та вăтанмасăр пĕлтерчĕ пĕр специалисчĕ теприне. Кун йышши йĕркесĕр- лĕхсене кашни организацирех курма пулать. Çавăн йышши çынсен вырăнĕ вара халăха йышăннă çĕрте мар, ман шутпа, хăйсене вĕсен урăх ĕçре шырамалла. Пирĕн районта çынсем ытларах больницăна, Росреестр уйрăмне, НФЦ-на, пенсипе социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен уйрăмсене пулăшу ыйтма çỹреççĕ. Çакăнта тăрăшакансем пурте вĕсем хăйсен ирĕкĕпе асăннă ĕç вырăнĕсене суйласа илнĕ, бюджетран ĕç укçине те вăхăтра илсе тăраççĕ. Апла пулсан, тархасшăн, хăвăн ĕç тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçла, çынсен тата ĕçтешỹсен кăмăлне ан пăс. Çынна айăпласа мар, йĕркесĕрлĕхпе çитменлĕхе малтан хамăрта шырамалла. Е тата хăш чухне лавккара тавар хакне ыйтакана çапла тỹрккес хуравланине курма пулать: "Мĕн хак тăнине çырса хунă вĕт, курмастăр-им?! Кунне темиçе кала-кала халтан каян сирĕнпе, ывăнса çитетĕн!" Тавар хакне пĕр сăмахпа калас вырăнне миçе сăмах пулчĕ? Теприсен, чăн та, куçĕ те çивĕчех мар пулĕ. Пур-çук вак-тĕвекшĕн тарăхмасан, ăшă чунлă, хăвăн ĕçỹпе кăмăллă пулсан, тен, кунĕпе те ĕшеннине сисместĕн. Ыттисемпе кăмăллăн йăл кулса калаçни хăй вăй-хăват хушса тăрать. Малалла больница пирки те пĕр-ик сăмах: сиплев учрежденине эпир пурте пулăшу ыйтма каятпăр. Ыратмасан - пĕр утăм та унталла пусас çук. Хăш-пĕр чухне вара унта кайманни паха. Темĕнле йĕркеллĕ çыннăн та нерв тытăмĕ те чăтаймĕ - хăш-пĕр медицина ĕçченĕ ăнлантарма, сĕнỹ пама та ỹркенет, тасалăхшăн яваплисем хăйсене врачран та çỹллĕ шайра тытаççĕ. ЧР Росреестр управленийĕн районти уйрăмĕнче те кашни кунах халăх. Унти ĕçченсен те килен-каяна ытларах хакласчĕ. Чунланас вырăнне чулланас марччĕ. Мĕншĕн пĕр-пĕрне кĕвĕçетпĕр, теприне ăмсанатпăр, усал сунатпăр, сăлтавсăрах элеклетпĕр, кỹрентеретпĕр, укçа-тенкĕ хыççăн хăваласа çынлăх туйăмĕсене çухататпăр? Теприне ăнланма, пулăшу аллине тăсса пама пултарасчĕ, ырăран ырă, усалтан усал çуралать тенине ăша хывасчĕ. Чыспа тивĕç, тасалăхпа чунлăх туйăмĕсене ĕлĕкрен мала хунă чăваш халăхĕ, общество аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те çынлăх пысăк вырăн йышăннă. Çынлăхлă пулнипе этем çĕр çинчи ытти чĕрĕ чунсенчен уйрăлса тăрать. Çак паха ене çухатса ырă йăласемпе туйăмсене пĕтме парас марччĕ.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика