31 июля 2015 г.
Çĕр мĕн авалтанах ун çинче ĕçлекеншĕн чи хакли пулнă. Вăл халăха тăрантарнă та, тумлантарнă та. Юлашки çулсенче çĕрпе пахалăхлă усă курассинче çитменлĕхсем пуррине час-часах тупса палăртаççĕ. Валеçсе панă пай çĕрĕсемпе те хăшĕсем усă курмасăр çумкурăк кашлаттарса выртараççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 2015 çул вĕçленнĕ тĕле хуçасăр тата усă курман çĕр лаптăкĕ-сене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессине 85 процента çитерме палăртнă. Çакăн çинчен сăмах пычĕ юн кун район администрацийĕн-че йĕркелесе ирттернĕ семинарта. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров чĕннипе çĕр ыйтăвĕсене сỹтсе явма пирĕн района ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, çĕр хутшăнăвĕсен тĕлĕшĕнчи патшалăх политикине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ирина Модина, патшалăх пурлăхне хаклакан тата харпăрлăх прависен регистрацийĕн, учечĕн пай начальникĕ Людмила Тупицына килсе çитрĕç. Ирина Валентиновна чылай ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Чи малтанах нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирĕн районта туллин пурнăçланнине палăртрĕ. "Çĕр илме 48 çемье учета тăнă пулсан, вĕсене пурне те çĕрпе тивĕçтернĕ", - терĕ. Усă курман çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне куçарас ĕçсем пирки те каларĕ. Ку ĕç пирĕн районта та пурнăçланать-ха, анчах çителĕксĕр, пур ял тăрăхĕсенче те вăл кал-кал пулса пымасть. "Çĕрсене муниципалитетсен харпăрлăхне çирĕплетес ĕçсем Ачкасси, Питĕркасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче аван пурнăçланаççĕ. Чи япăх кăтарту - Кив Атикасси ял тăрăхĕнче", - палăртрĕ Ирина Модина. Çавăн пекех министерствăн пай начальникĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсем çĕре инвентаризацилессин иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Инвентаризаци пынă вăхăтра пушă выртакан лаптăксене кадастр шутлавне илеççĕ. Каярахпа вĕсенче производство йĕркелеме е пурăнмалли çуртсем тума пулать. Паянхи кун тĕлне республикăра çавăн пек икĕ пин ытла, районта 33 лаптăка шута илнĕ. Инвентаризаци тĕллевне пурнăçлама тытăннăранпа республикăри çичĕ район малтан çумкурăк ашкăрнă лаптăксен 50 процентне, ултă район 20 процентран сахалрах хуçалăх çаврăнăшне явăçтарнă. Хĕрлĕчутайсем ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртессине 50 процента яхăн кăна пурнăçланă, ку енĕпе район республикăра 14-мĕш вырăн йышăнать. Республикăри 16 район администрацийĕ строительство пыман лаптăксен Пĕрлехи информаци ресурсĕсене кĕртме 218 лаптăк çинчен пĕлтернĕ. Пирĕн район, Патăрьел, Красноармейски, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсем пекех, министерствăна çав ресурссене çĕр лаптăкĕ-сем кĕртме сĕнỹ паман иккен. Семинарта нумай ыйтăва тишкерчĕç, унта пухăннă район администрацийĕн пай ертỹçи-сем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-сем, специалисчĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хус-катрĕç, специалистсенчен тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"