АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камсем-ши налук çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ?!

31 июля 2015 г.

Кашни çулах налук инспекцийĕсенчен çырусем килеççĕ. Пĕрисене çĕршĕн налук тỹлемеллине пĕлтереççĕ, теприсене - пурлăхшăн, виççĕмĕшĕсене - транспортшăн... Налук ĕçченĕсем тỹлев виçине те шутласа панă, квитанцийĕсенче кайнă йăнăшсене те вăхăтра пĕлтермеллине ыйтса çырнă. Пенсионерсем пурлăхшăн налук тỹлемеççĕ Пенси илме тытăннă çынсен харпăрхи пурлăхшăн налук (налог на имущество) тỹлемелле маррине нумайăшĕ пĕлмест те. Малтанхи пекех вĕсем патне налук инспекцийĕнчен тỹлемелли пирки çырусем килеççĕ, хăйсем те хăнăхнă йăлапа тỹ-лесех тăраççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх çакăн йышши тỹлевсене пенсионерсенчен илмест. Ĕçлекен пенсионерсен те харпăрхи пурлăхшăн налук тỹлемелле мар. Енчен те налук инспекцийĕнчен маларах асăннă йышши çырусем килсех тăраççĕ пулсан: сирĕн хăвăр пенсионер пулнине пĕлтерме налук инспекцине каймалла, хăвăрпа пĕрле пенси удостоверенийĕпе паспорт тата вĕсен копийĕ пулмалла. Е тата темиçе çул та эсир асăннă налука тỹлесе тăнă пулсан налук инспекцийĕ сирĕн укçăра каялла тавăрса пама тивĕç. Ку енĕпе сирĕн налук инспекцине кирлĕ документсем тăратмалла, вĕсем вара эсир тỹленĕ налук виçине шутлĕç те 3 çул тỹленине каялла тавăрĕç.

Алина ОРИНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика