31 июля 2015 г.
Транспорт аталанăвĕ тата пассажирсене турттарассин пахалăхĕ
Проектăн черетлĕ кăларăмĕнче Шупашкар аэропорчĕ, Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕ тата троллей-буссен управленийĕ пирки репортажсем курма пулчĕ.
Пысăк хăвăртлăх çинчи пурнăç
Хăвăрт çỹрекен транспорт тĕсне кăмăллакансен тата рейссен шучĕ республикăра ỹссех пырать. Иртнĕ çул 3 пин те 803 рейса, 58 пин пассажира ăсатса йышăннă. Кăтартăва пысăклатас тесен вĕçевсен географине тата пулăшусен пахалăхне ỹстермелле. Республика Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кăларăмра аэропортăн кĕтсе лармалли залĕнчи çынсемпе сăмахлать. Чăваш Ене аякран килнисенчен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлет - пурте кăмăллă, пирĕн республикăра курмалли, асра юлмалли нумай, теççĕ. 2012 çултанпа пассажирсен хисепĕ икĕ хут ỹснĕ, çапах та Михаил Игнатьев пассажирсен шутне çулталăкра 100 пине çитерме палăртать. Аэропортра нумай ĕçсем туса ирттернĕ пулин те, аэровокзалăн тĕп çуртне реконструкци кĕтет.
Соляркăна метан улăштарĕ
Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕнче те çĕнĕлĕхсем пур. Кунта нумаях пулмасть федераллă тĕллевлĕ программăпа çутçанталăк газĕпе ĕçлекен ултă çĕнĕ автобус килнĕ. Çакă предприятин тăкакĕсене пĕчĕклетме май парать. Асăннă çĕнĕлĕхре Михаил Игнатьевăн тỹпи те пур. Вăл Павловри автозаводран тухнă çĕнĕ автобуссен уççисене чи лайăх водительсене парса чысланă. Хăй те çĕнĕ транспортпа ярăнса пăхнă. Çавăн пекех вăл Шупашкарти ПАТП-н юсав цехĕсене пăхса çаврăннă. Кунта машинăсен юсавлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Спутникăн ГЛОНАСС тытăмĕпе, хăрушсăрлăх тĕллевĕ-пе видеосăнав камерисемпе усă кураççĕ. Ĕç çыннисене ывăннине ирттерме вара тренажер залĕ пулăшать. Вăл нихăçан та пушă мар.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ
Михаил Игнатьев троллейбус управленийĕнче пулса курчĕ. Юлашки виçĕ çулта предприяти паркĕ 12 çĕнĕ машинăпа пуянланнă. Вĕсем малтанхисенчен шанчăклăрах та, хăтлăрах та. Михаил Игнатьева тĕпрен юсанă троллейбуса кăтартаççĕ. Юсавçăсен бригадинче 30 çын тăрăшать, вĕсен пысăк хăнаран ыйтмалли нумай. Чи малтанах пур çĕрте те хаксем хăпарнă чух ĕç укçи çаплипех юлни пăшăрхантарать. Çавăн пекех Михаил Васильевич троллейбус водителĕпе Ирина Илугинăпа калаçса илет. Хĕрарăм-водитель хулари çулсене хăтлăх кỹнĕшĕн тав тăвать. Юлашкинчен сăмах çулсем хĕресленнĕ вырăнта маршруткăсем кĕпĕрленсе тăракан вырăнсем пирки пырать. Михаил Игнатьев лару-тăрăва уçăмлатма хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова ыйтать. Вăл ыйтăва оперативлă татса парасси иккĕлентермест.
Источник: "Пирěн пурнăç"