АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чăваш Ен çĕнелсех пынине эп куртăм"

05 августа 2015 г.

Чăваш митрополине Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайрĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкара августăн 1-мĕшĕнче, Çветтуй Илле пророка асăнмалли кун умĕн, килнĕ. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхне чăваш çĕрĕ çинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.

Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене чи ырă кăмăл-туйăмпа килсе çитнĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Чăваш Ене иккĕмĕш хут килнине, республика кулленхи пурнăçа хăтлăлатас тата Чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе пысăк çул-йĕр утса тухнине, кунти сăваплă вырăнсенче пулса чăваш халăхĕпе пĕрле кĕл тăвас килнине палăртнă. Малтанхи кунĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл тĕп хуламăрти Пукравпа Татиана соборĕнче каçхи кĕлĕ ирттернĕ, вăл Турра ĕненекенсене вĕрентсе каланă сăмахсене итлеме чиркĕве тулли халăх пухăннă. Ун картишĕнчи çынсем те чиркỹре мĕн каланине экрансем урлă итлеме, курма пултарнă. Тепĕр кунхине Патриарх Кирилл Çĕнĕ Шупашкарти Апостолсемпе тан çветтуй Владимир кнеç чиркĕвĕнче ирхи чаплă кĕлĕ (литурги) ирттернĕ. Унта Михаил Игнатьев та хутшăннă. Аслă кĕлĕ вăхăтĕнче Шупашкар-Чăваш епархийĕн пĕрлештернĕ хорĕ юрланă. Туррăн Таса ỹчĕпе Таса Юнне сыпакансем çав тери йышлă пулнă.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм - Кирилл Патриарх указĕпе Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кỹнĕшĕн тăватă çынна Вырăс Православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежский III степеньлĕ орденне пани тата Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывса хăварни. - Çак храм кĕçех çĕкленсе ларасса ĕненетпĕр. Чиркỹсем чăннипех те кирлĕ чухне çĕкленеççĕ. Халăха чиркỹсем кирлĕ пулсан, ĕненỹ пирĕн чĕререх", - тенĕ Кирилл Патриарх чăваш халăхне.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика