05 августа 2015 г.
Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕнче Хватукассинче пĕр ỹсĕр арçын пĕрле 10 çул ытла пурăнакан хĕрарăма турчăкапа çапса хĕненĕ, унăн аллине çапса хуçнă. Хĕрарăм çакăн çинчен унтан хăранипех полицине те пĕлтермен, больницăна та çийĕнчех кайман. Алли шыçăнса кайсан тин тухтăр патне кайма шут тытнă. Хайхи ỹсĕрле кăкăр çапакан арçын хĕрарăм полицине пĕлтересрен хăраса ỹкнĕ, çавăнпах ăна куçран вĕçертес мар тесе больница тăрăх та пĕрле çỹ-ренĕ, кашни пỹлĕм патĕн-че итлесе тăнă. Хĕрарăм тухтăра аллине ỹксе хуçрăм тесе суйнă, ăна Шупашкара кайма направлени панă. Унта вăл пĕрле пурăнакан арçын хĕненипе алă хуçăлнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче ун тĕлĕшпе хĕрарăма асаплантарни пирки уголовлă ĕç пуçарса суда ярса патăмăр. Кун пек хирĕçỹсем, çапăçусем ку çемьере час-часах пулкаланă. Гражданин пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа тата унăн хĕрачипе тăтăшах хирĕçсе пурăннă. Çавăнпах хĕрача арçын ỹсĕр чухне хĕнесрен хăранипе килне кĕме тăрăшман, тус-тăванĕ патне кайкаланă. Амăшне алă хуçичченех асаплантарнă чухне те вăл килте пулман. Арçын мĕншĕн çавăн пек хăтланни паллă ĕнтĕ: декабрь уйăхĕнче çемье кил хуçалăхĕнчи вăкăра сутнă пулнă, çав укçа арçынна канăç паман. Малтан вăл пĕрер пин пĕтерсе пынă, çав кунхине вара пытарса хунă юлашки укçине ыйтнă, укçашăнах хĕнесе пĕтернĕ. Çапла çак арçын çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕшĕн РФ Уголовлă Кодексăн 111-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "з" пункчĕпе, çавăн пекех пусăхласа хĕненĕшĕн тата çул çитмен тăван мар хĕрне çапнăшăн 116-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланать.
Р.ПУДОВА, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"