АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен 6-мĕш 82 регион хушшинче

07 августа 2015 г.

РФ Спорт министерстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе пĕрле "Физкультурăпа спорта аталантарасси" патшалăх программине пурнăçа кĕртме тăрăшать. 2014 çулта çак программăна еплерех пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен 82 регион хушшинче 6-мĕш вырăн йышăннине палăртнă. "Физкультурăпа спорта аталантарасси" программа граждансене физкультурăпа туслашма условисем туса парать тата Раççей спортне тĕнче шайне çĕклеме пулăшать. Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăнăçлă ĕçленине палăртнă: "Михаил Васильевич, Сире физкультурăпа спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп". Чăваш Енре физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнакансем - 37,4 процент (2013 çулта 35,9 процент пулнă), спорт сооруженийĕсемпе тивĕç-тересси - 45,4 процент, спортпа туслă вĕренекен çамрăксен шучĕ _ 80,2 процент. Çапла вара патшалăх программин индикаторĕсене 2014 çулта самай пысăклатма пултарнă.Çакă çĕнĕ спорт комплексĕсене хута янипе, спорт резервне хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе çине тăрса ĕçленипе çыхăннă. Чăваш Ен тĕп хули çине-çинех Раççей тата тĕнче шайĕн-чи пысăк ăмăртусен вырăнĕ пулса тăчĕ. Пĕлтĕр кĕркунне Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртрĕ, кăçалхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетсен Европăн команда чемпионачĕ иртрĕ (ун чухне 12 çĕршывран чи вăйлă командăсем чăвашсен стадионĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç).

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика