АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн çулсем - пирĕн пуянлăх

07 августа 2015 г.

Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Марийăпа Николай Шалтайкинсем пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа паян шăп та лăп 60 çул. Çавăнпа "Манăн çулсем - манăн пуянлăх..." юрра шăрантарма вĕсен сăлтав пурах. 60 çул пĕрле - çемьеллĕ пурнăçăн рекорчĕсенчен пĕри. Ку хушăра мăшăр хушшинчи çыхăну бриллиант пекех çирĕпленсе çитнĕ ĕнтĕ, çулсем витĕр тухса тĕрĕсленнĕ.

86 çулхи Николай Александровичăн та, 82 çулхи Мария Михайловнан та кун-çулĕ çăмăл килмен. Ĕмĕрĕсене "Путь коммунизма" колхозра, çул-йĕр тунă çĕрте ĕçлесе ирттернĕ, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Мăшăр 4 ача çуратса ỹстернĕ. Унсăр пуçне, хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки, унăн 5 ачине ура çине тăратнă. Хура-шурне сахал мар тỹснĕ Шалтайкинсем, анчах пуçа усса ларман: пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пырса ачисене те, мăнукĕ-сене те пĕлỹ илме пулăшнă, тĕрĕс воспитани парса çын тунă.

- Мăшăрăмпа иксĕмĕр пĕтĕмпе 9 ача çитĕнтертĕмĕр, вĕсенчен пилĕккĕшĕ - мăнуксем. Амăшĕсĕр юлнăскерсене пирĕнех ура çине тăратма, пурнăç çулĕ çине кăларма тиврĕ. Пилĕккĕшĕ те аслă пĕлỹ илме пултарчĕç, халĕ яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ. Çакăншăн чун хĕпĕртет, - тет Мария Михайловна.

Шалтайкинсем ял-йышра та хисепре. Вĕсем ялта ăслă, сăпайлă, ĕçчен çынсем пулнипе паллă. Акă мĕн каласа пачĕ вĕсен Юля хĕрĕпе туслă пулнă, унран ĕçлеме вĕренсе пынă Хĕрлĕ Чутайри Любовь Торейкина:

- Чăнах та, тивĕçлĕ воспитани парса ăслă-тăнлă ачасем ỹстерчĕç кукамăшĕпе кукашшĕ. Асли, Николай Огаринов, ЧПУ-ра экономика, юридици факультечĕсенче вĕреннĕ. Халĕ вăл Раççей ялхуçалăх банкĕн Хĕрлĕ Чутайри тата Çĕмĕрлери филиалне ертсе пырать. Алина - филолог, Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ, Мăн Этмен шкулĕнче социаллă педагогра вăй хурать. Сергей ЧПУ-ра строительсен тата юридици факультечĕсенче вĕренсе диплом илнĕ, Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет. Марина ЧПУ-ра врач-терапевта вĕренсе тухнă, Çĕнĕ Шупашкарти больницăра вăй хурать. Кĕçĕнни, Жанна, ЧПУ-ра юридици факультетне пĕтернĕ, юстици министерствинче ĕçлет. Сăмах май, çак ачасен амăшĕпе ашшĕ те ăслă, вĕреннĕ çынсемччĕ. Амăшĕ, Юлия Николаевна, коммуналлă хуçалăхра тĕп бухгалтерта ĕçлерĕ, каярахпа - "Путь Коммунизма" хуçалăхра, анчах кун-çулĕ чире пула вăхăтсăр татăлчĕ. Мăшăрĕ те учительсен йăхĕнчен тухнăскерччĕ, вăл та çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Тăлăха юлнă пилĕк ача кукамăшĕпе кукашшĕн ăшшине, тĕрекне туйса ỹсрĕç.

- Халĕ пилĕксĕмĕр те ỹссе çитсе çын пултăмăр пулин те пирĕншĕн кукампа кукаçран хаклă çын çуккине туйсах тăратпăр. Вĕсем пирĕншĕн тăрăшнине кура вĕренсе çĕршыва юрăхлă çын пулма тăрăшрăмăр. Атте-анне пулнă пулсан, тен, урăхла пулнă пулĕччĕ... Тавах, кукампа кукаçа... - тет мăнукĕ Николай Огаринов. Мăнукĕсем чăннипех мухтанаççĕ хăйсене çитĕнтернĕ хаклă çыннисемпе. Мария Михайловна та çулне кура мар çамрăк сăнлă, вăр-варскер, мăнукĕсен пурнăçĕпе интересленсех, ырă сĕнỹпе пулăшсах тăрать.

Паянхи кун мăшăр пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине ачисемпе, 8 мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе, тăванĕ-семпе кĕтсе илет. Çывăх çыннисен ăшă сăмахĕсем вĕсемшĕн чи хаклă парне пулĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика