АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пĕрле

07 августа 2015 г.

"Ылтăн çĕрĕ пек çап-çаврака пултăр пурнăç çулĕ яка...". Çакăн пек сăвă йĕркисем янăраççĕ çемье чăмăртанă чухне мăшăрсен ячĕпе. Анчах пурнăçра тус-тăван сĕннĕ пек яланах пулса тухмасть. Пĕр-пĕрне чунтан юратса, хисеплесе, упраса пурăнакансем кăна пурнăçăн тумхахлă çулĕпе нумай çул пĕрле утма пултараççĕ. Акă Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Юлия тата Николай Криковсем кăçал çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Пилĕк теçетке! Савăнăçĕ те, хуйхи те пулнă пулĕ çак хушăра. Анчах кирек хăçан та вĕсем пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пулнă. Çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурă-накан мăшăр июль уйăхĕнче Ылтăн туй çитнĕ ятпа Питĕр-касси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав сăмахне тата парнене тивĕçрĕ. Криковсем ял-йышра хисепе тивĕçнĕ, çемье тĕрекне упрас енĕпе вĕсем ытти вун-вун мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика