АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вараланчăк юханшывсем

12 августа 2015 г.

 "Шывра мĕн ишсе çỹрет - çавна Турă парать," - тенĕ ватă çынсем ĕлĕкрех. Халĕ ку каларăш пачах кивелнĕ. Паянхи юханшывра мĕн кăна куçа тăрăнмасть пуль, пачах та Турă пани мар вара. Шыв тасамарлăхĕ юлашки вăхăтра çивĕч ыйтусенчен пĕри. Артезиан скважинисенчи шыв пахалăхĕ иккĕ-ленỹллĕ те... Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕнче Шупашкар, Патăрьел, Улатăр, Çĕрпỹ, Куславкка, Тăвай, Канаш районĕсенче, Шупашкар хулинче тата Атăл юханшывĕнче (Çĕнĕ Шупашкар хули) артезиан скважинисенчен илнĕ шыв пробисем гигиена ыйтăвĕсене (требованийĕсене) тивĕçтермен: хăш-пĕр çĕрте - бор, нитрат тата тимĕр шайĕ тивĕçтермест, тепĕр çĕрте - пăтранчăклă, хытă. Республикăри çăлсенчи шыв та нормăпа килĕшсе тăман тĕслĕхсем пулнăран (9 районти çăл шывне тĕрĕсленĕ: пăрачкавсемпе сĕнтĕрвăррисен пахалăхсăр) пляжсен тĕлĕнчи шыв япăххи тĕлĕнтермест те: уйрăмах Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче, Атăл çинче. Шел те, кунта çын витĕмĕсĕр пулман. Пĕлтĕр тата, аса илер-ха, кайăк-кĕшĕк каяшĕ Шупашкар районĕнчи Рыкша юханшывне лекнине пула мĕн чухлĕ пулă пĕтрĕ. Шыв объекчĕсене кỹнĕ сиене 14 млн тенкĕлĕх тесе палăртнă. Çак сăлтава пулах ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр те, вăрмансем те шар курнăччĕ. Сăмах май, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ шутласа кăларнă тăрăх, çавăнти çĕр 2,5 миллион тенкĕлĕх сиен тỹснĕ. Анчах та ку - урăх тема, тĕплĕнрех каярах калаçăпăр. Çỹлерех ахальтен мар Атăл пирки сăмах тапратрăм. Республикăмăр территорийĕнче те унти шыв лайăхах мар та, Раççейĕпе илес-тĕк - пуринчен ытла сиенленнĕ юханшыв шутланать вăл! Мĕншĕн тесен Раççейри мăшкăлтăк шывĕсен 38 проценчĕ шăпах Атăла юхса анать. Çĕршывăмăрăн ытти регионĕсемпе танлаштарсан, ăна "тивекен" наркăмăшлăх 5 хут нумайрах. Атăл çинче вырнаçнă шыв управĕсене питĕ нумай нефть продукчĕсем, тимĕр тата пăхăр, çавăн пекех ытти йывăр металсен, органика хутăшĕсем лекеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çĕршывăмăрăн шыв объекчĕсем нефть продукчĕсемпе ытларах вараланаççĕ. Кунта промышленность предприятийĕсем, ял тата коммуналлă хуçалăхсем кăларакан тасамарлăх тỹпи те пысăк. Çак сăлтавсене пулах çĕршывăмăрти чи таса мар юханшывсен рейтингĕ самай вăрăм. Каларăмăр ĕнтĕ, Атăл - пĕрремĕш вырăнта. Çĕпĕр юханшывĕ Обь Раççейри таса мар юханшывсен йышĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ăна Иртыш тата Тобол юпписем тасамарлăхпа "тивĕçтереççĕ". Вĕсене вара хăйсене Китай тата Казахстан шывĕсем вăйлă варалаççĕ. Хăйне, Обь юханшывне, Çĕпĕрти металлурги тата нефть тирпейлекен предприятийĕ-сем промышленность юлашкийĕсемпе "тултараççĕ". Виççĕмĕш вырăнта - Енисей. Çĕпĕрти мăнаçлă çак юханшыв пахалăхĕ унти пысăк хуласенчи промышленность предприятийĕсен юлашкийĕсенчен килет. Гидрохими анализĕпе унра тимĕр, цинк тата пăхăр, нефть продукчĕсем нормăран темиçе хутчен нумайрах. Иртыш юханшыв пуçламăшĕнчех (пуçĕ - Китайра) йывăр металсемпе, нефть продукчĕсемпе, йăла юлашкийĕсемпе вараланнă. Казахстан территорийĕнче тата вăл нитратлă, фосфорлă, йывăр металлă, нефть продукчĕсемлĕ тасамарлăхпа "пуянланать". Кама юханшыва талăксерен 100 кубла метр тасатман мăшкăлтăк шывĕ юхса тухать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, Пермь патĕнче Кама - Раççейри чи таса мар юханшывсен шутĕнче. Хула патĕнчи Кама шыв çулне пырса кĕрекен пĕчĕк юханшывсем айăплă кунта. Шăпах вĕсем патне тасатса çитереймен хуçалăх-йăла мăшкăлтăк шывĕсем лекеççĕ. Варалакан япаласен шутĕнче: нефть продукчĕсем, аммонийлă азот, фенолсем, марганец тата тимĕр, пăхăр хутăшĕсем. Исеть юханшывра марганец, пăхăр, мышьяк тата нефть продукчĕсем нормăран самай нумаййи хытах сисчĕвлентерет те. Вăл уйрăмах Екатеринбург тата Каменск-Уральск тĕлĕнче вăйлă вараланнă. Юханшыв çывăхĕнче вырнаçнă 443 предприяти "тăрăшнипе" хулан пĕртен-пĕр шыв артерийĕ канализаци тата промыш-ленность мăшкăлтăк шĕвекĕсен канавне çаврăннă. Лена юханшывăн ылтăн тата алмаз кăларакан предприятисен тасамарлăхне йышăнма тивет. Юханшыв флочĕн объекчĕсем тата карапĕсем те ку енпе "пулăшсах тăраççĕ". Печора юханшыв таврашĕнче энергетика, нефть тирпейлекен тата кăмрăк, газ кăларакан, йывăç-вăрман хатĕрлекен промышленность аталаннă. Çаксем шыв пахалăхне чакараççĕ те. Тимĕр, пăхăр, цинк тата хими хутăшĕсем пур çĕрте те ытлашшипех. Ока юханшыва Владимир, Мускав, Чулхула, Калуга, Рязань облаçĕсенчи предприятийĕсенчен тасатса ĕлкĕреймен мăшкăлтăк шĕвекĕ анать. Ока та тимĕр, пăхăр тата ытти хутăшсемпе, нитритлă азотпа, нефть продукчĕсемпе, фенолсемпе, аммонийлă азотпа сиенленнĕ. Вăл уйрăмах Мускав облаçĕн территорийĕн-че вараланчăклăхпа уйрăлса тăрать: цинк, пăхăр, нитритсен тата нитратсен хутăшĕсем чылай. Томи пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, питĕ вараланчăк юханшыв шутланать. Ун таврашĕнче йĕри тавралăха лайăхлатас тĕлĕшпе ятарлă ĕçсем йĕркелемеççĕ тесен те юрать. Çавăнпах унра фенолсем те, марганец та, пăхăр та, тимĕр, нефть продукчĕсем те, органика тата азотлă хутăшсем нормăран темиçе хут та ирттереççĕ. "Çын мĕн туни хăй патнех таврăнать," - текен каларăш кунта вырăнлă. Паян эпир шыва çаплах вараласан, пирĕн мар-тăк, ачасен-мăнуксен мĕн чăтса ирттерме тивĕ-ши?

Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика