АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă кĕлете кĕрет: çамрăксем тăван колхоза пулăшаççĕ

14 августа 2015 г.

Тырă кĕлете кĕрет: çамрăксем тăван колхоза пулăшаççĕ

"Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче сахал мар çамрăк ĕçлет. Уйрăмах вырма вăхăтĕн-че кунта шкул ачисем, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренекенсем чылай, вĕсем аслисемпе пĕрле кар тăрса тăван хуçалăха пулăшаççĕ. Хуçалăх çамрăксене ялхуçалăхне илĕртме тăрăшать, ялта юлнă яшсемпе хĕрсене кунта пурăнма, ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парать. Акă хамăн ĕçпе черетлĕ хут уй-хире тухсан хуçалăхăн пĕр хир карапĕпе çамрăк каччăсем ĕçленине асăрхарăм. Вĕсем Атнарти Иван Матвеевпа Иккĕмĕш Липовкăри Михаил Матвеев - иккĕмĕш сыпăкри тăвансем - пулчĕç. Пĕри - комбайнер, тепри - пулăшаканĕ. Çамрăксем "Дон 1500" комбайна "сап-сарă тинĕс" тăрăх тикĕс тытса пыраççĕ, бункер тулса çитсен, 4,5 тонна тыр-пула автомашина çине пушатаççĕ. Çанталăк уяр тăнă вăхăтпа вĕсем туллин усă курса, уйра пĕр пĕрчĕ тулă та ан юлтăр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика