21 августа 2015 г.
Ман шутпа, çĕр çинчи ỹсен-тăран та этем пекех çеçке çурса вăрă тăкать. Çемьери ачасем саланнă пек ỹсен-тăран вăррисем те тĕрлĕ çĕре саланаççĕ, вырăн тупса тымар яраççĕ. Ирĕклĕ çĕре ỹкнĕ вăрă юман пек патвар ỹсет, тепри хĕсĕнсе, нушталанса вăй илет. Манăн никам акмасăр, хăйне май ỹсекен курăксем çинче чарăнса тăрас килет-ха. Хурхух, пиçен, вĕлтĕрен тата ытти те. Ăçта кăна ỹсмеççĕ пуль вĕсем?
Çак ỹсен-тăрансем питĕ нумай вăрă тăкаççĕ те анлă сарăлаççĕ. Çын ури пырса пусман, выльăх кĕтĕвĕ пырса кĕмен çырма-çатрасене, ял урамĕсене пусса илчĕç ĕнтĕ вĕсем. Сăнатăп та, ку курăксене выльăхсем те çимеççĕ. Хура вăрман пек кашласа ларакан хытхура ăшне выльăх кĕрсе кайсан - тупса тухма çук. Çын пурăнман вырăнсенче, урамсенче ял илемне ярса лараççĕ. Çавăнпа ял çыннисене те, хулана тухса кайнисене те харпăр хăй çуралнă ялне килсе кил умне, пахчине пăхса тăма, тавралăхри кирлĕ мар çумкурăка çулма, хытхурана тасатма сĕнес килет.
Эпĕ ку сăмахсене Яманкасси ялĕ пирки кăна çырмастăп. Районти пур ялта та халĕ çакăн пек ỹкерчĕке курма пулать. Çавăнпа ял çыннисене пĕр шухăшлă пулса алла çава тытса кашласа ларакан вĕлтĕрен, кирлĕ мар çумкурăк тĕммисене вăрă тăкиччен çулса тăкма чĕнсе калатăп. Халех тухмасан кая юлăпăр.
Федор АЛЕКСЕЕВ, Яманкасси ялĕ.