21 августа 2015 г.
Етĕрне район сучĕ Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан 36 çулхи арçын пирки приговор кăларчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 131-мĕш тата 132-мĕш статйисен 3-мĕш пайĕсен "а" пункчĕсемпе (çул çитмен çамрăка мăшкăллани тата мăшкăллас тесе пусăхлани) айăплă тесе йышăнчĕ. Ăна тăхăр çуллăха çирĕп режимлă колоние ямалла турĕ.
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тата суд çакна палăртрĕ: 2015 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче çĕрле Хĕрлĕ Чутай салинчи усал шухăшлă арçын вырăнти пĕр общежитире 17 çулхи хĕре пусмăрласа ирĕксĕрлентерсе хăйне пăхăнтарнă, пуçран тата ытти çĕртен çапнă, çĕçĕпе хăратнă, унтан мăшкăлланă.
Палăртса хăварас пулать, çак арçын малтан тăватă хут уголовлă явап тытнă: икĕ хут мăшкăлланăшăн (1997 тата 2002 çулсенче), хулиганла ĕçсемшĕн тата наркотиксен çаврăнăшĕшĕн (2000 тата 2012 çулсенче).
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕ.