21 августа 2015 г.
Малалли. Пуçл. 56 №.
Демографи ỹсĕмĕ
- Пĕлтĕр Владимир Путин регионти демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă?
- Чăваш Ен хăнисем пирĕн хуласемпе поселоксен урамĕсенче ача кỹми тĕртсе пыракан çамрăк хĕрарăмсем нумаййи пирки каланине илтме кăмăллă. Нумай ачаллă çемьесем ытларах та ытларах, вĕсенче виçшер, тăватшар, пилĕкшер ача çитĕнет.
Çакă эпир республикăра ача амăшĕпе ачалăха пулăшас тата хỹтĕлес енĕпе тĕрĕс çул суйласа илнине çирĕплетет. Юлашки икĕ çулта эпир демографи лару-тăрăвне самаях лайăхлатрăмăр: пĕлтĕр çуралнă ачасен шучĕ çын вилессинчен пин çынна яхăн нумайрах пулчĕ - Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче чи лайăх кăтарту. Апла-тăк пирĕн мăшăрсем çуратма шикленмеççĕ, мĕншĕн тесен хăйсен ачисен пуласлăхĕ лайăххине ĕненеççĕ. Амăшĕн сисĕмлĕ чĕрине вара улталаймăн.
Çак условисенче эпĕ пирĕн республикăн пĕчĕк гражданĕсем çуралнă хыççăн пирвайхи кунсенченех хăйсене хăтлă туйччăр тесе май пуррине тата май çуккине пĕтĕмпех тумаллине хамăн тивĕç вырăнне хуратăп. Çавăнпа Чăваш Енре ачалăха пулăшас тата хỹтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политикине малалла тăсăпăр кăна мар, вăйлатăпăр та.
Ĕçлес кăмăл пулмасан кун пирки иккĕ-ленме пулать. Çав вăхăтрах, тĕслĕхрен, Чăваш Енре ача сачĕсенчи черетсемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулнине аса илме пулать. Социаллă çивĕчлĕхе сирмешкĕн эпир çирĕп йышăну турăмăр. Ачисем 1,5 çултан пуçласа 3-ччен ача сачĕсене çỹремен çемьесене 2011 çулхи апрельтен тытăнса уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тỹленĕ. Çак проекта ача сачĕсенче вырăн çителĕксĕррипе çыхăннă çивĕчлĕх пур муниципалитетсенче пурнăçланă: Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар районĕнче. Республика бюджечĕн укçипе çыхăннă дефицита пăхмасăр май тупрăмăр, йывăр лару-тăрура çемьесене тĕрев патăмăр. Ку проекта виçĕ çул тытса пынă, патшалăх пулăшăвне сахал тупăшлă 4 пин ытла çемье илнĕ. Çак тĕллевпе 17 млн тенкĕ ытла уйăрнă.
- Халĕ ку енĕпе тĕллевсем çĕнелчĕç. Чăваш Енре пĕрин хыççăн тепри ача сачĕсем çĕкленеççĕ...
- 90-мĕш çулсенче ача сачĕсен çурчĕсенче лавккасем, çĕвĕ тата сĕтел-пукан мастер-скойĕсем, парикмахерскисем, складсем, хупахсем уçăлнине курсан чун ырататчĕ. Кăтартăвĕ - садиксенчи ушкăнсенче ача нумаййи, унта йышăнмалли 20 пин ачана çитнĕ черет. Паян пурте ăнланатпăр: патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курас тĕлĕшпе йăнăшсем тунă. Çак лару-тăру урок пултăр, малашне апла йăнăшма юрамасть.
2012 çулта Чăваш Енре юлашки вунă çулта пуçласа çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Унăн строительствине хам тĕрĕслесе тăтăм. Унтанпа республикăра 40 ача сачĕ тунă тата реконструкциленĕ, хушма 20 пин вырăн йĕркеленĕ.
Паян нумай ача садĕнче çĕнĕ йышши спорт, музыка залĕсем, интерактивлă классем, вăйă оборудованийĕ пур, сывлăха тăварпа çирĕплетмелли пỹлĕмсем уçăлаççĕ. Ача сачĕсенчи бассейнсенче паянхисем кăна мар, пулас воспитанниксем те, çывăхри çуртсенче пурăнаканскерсем, шыва кĕреççĕ. Кăкăр ачисемех шывра ишме вĕренеççĕ. Ытларах та ытларах садике вăйă автохулисемпе тивĕçтеретпĕр, унта шăпăрлансем çул-йĕр правилисене хăнăхаççĕ. Çакăн кăтартăвĕ - юлашки çулсенче пуçласа харăсах Чăваш Енри икĕ ача сачĕ Раççейри чи лайăх садиксен шутне кĕни. Çапах чи кирли - пирĕн ачасем урăх шайра воспитани илни: вĕсем çĕнĕ йышши технологисене, наукăпа культура çитĕнĕвĕсене ăса хываççĕ, хăнăхаççĕ. Уйрăммăн палăртас килет: тĕнчери пĕр çĕршыв та ача сачĕсен строительствине, шкулчченхи вĕрентĕве йĕркелессине çакăн чухлĕ вăй, укçа хывмасть. Паян çирĕплетсех калама пулать: ача сачĕсенчи черетсен çивĕч ыйтăвĕ хыçа юлса пырать. Çакă - пысăк ăнăçу, анчах çитĕнỹ мар-ха. Эпĕ май пур таран ытларах ача сачĕ чи çỹллĕ стандартсене тивĕçтерессишĕн çине тăратăп. Çавăнпа та çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе çыхăннă ĕçе малалла тăсăпăр кăна мар, пуррисене çĕнетес енĕпе те ĕçлĕпĕр.
- Сывлăх сыхлавĕнче пурнăçланă ĕç калăпăшĕпе кăтартăвĕсене тĕпрен илсен мĕнле хаклатăр?
- Чăваш Ен юлашки çулсенче тỹлевсĕр медпулăшу кỹмелли территори программине пурнăçлас енĕпе те лидерсен шутĕнче. Медицинăна мĕнешкел пысăк укçа хывнă! Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа кăна Чăваш Ен 4,8 млрд тенкĕ ытла илнĕ. Çĕнĕ йышши оборудовани туяннă, республикăри больницăсен çуррине тĕпрен юсанă, районсенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Çак ĕç кăтартăвĕсенчен пĕри - Чăваш Енре виçĕ çул демографи ỹсĕмне шута илни. Шупашкарти ачасен 1-мĕш хула больници вара çĕршыври ачасен чи лайăх поликлиникисен ТОП-3 йышне кĕчĕ - халĕччен пулманни.
Çапах ку енĕпе манăн эйфори тени çук. Больницăсенче час-часах пулатăп, çивĕч ыйтусене регион ертỹçи пулнипе кăна мар, республикăра пурăннипе те лайăх пĕлетĕп.
Çитес çулсенче татса памалли ыйтусем пайтах-ха. Калăпăр, ансăр специалистсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалла. Вĕсем патне тỹлевсĕр йышăнăва пыракансем паян вăрăм черетсем йĕркелеççĕ. Врачсем паян хуçалăх расчечĕн мелĕпе ытларах ĕçлесе илме пултарнине йĕркеллĕ тесе хаклатăп, анчах пирĕн тĕрлĕ лару-тăрăва кура тепĕр чух ытла та хаклă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемелли майсем çук граждансен категорийĕсем пуррине те манмалла мар.
Паллах, çынсен лайăх шалу илмелле. Апла пулин те, шел, хальлĕхе халăх кĕтнине тỹрре кăларман врачсем те пур. Ялсемпе хуласенче пурăнакансем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ япăххи, тепĕр чух медперсонал кăнттамлăхĕ пирки ỹпкелесе калани сайра мар.
Отрасльте ырă улшăнусем нумаййине пăхмасăр пирĕн сывлăх сыхлавĕн представителĕсен ỹсмелли пур-ха. Республика Пуçлăхĕ пулнă май хамăн çинчен те яваплăха сирместĕп. Министр та, сиплев учрежденийĕсен ертỹçисемпе персоналĕ те - яваплăх тĕлĕшпе кашнин хăйĕн тỹпи. Лару-тăрăва тỹрлетĕпĕр. Хăш-пĕр çĕрте профилактика мерисем те çителĕклĕ пуль, хăш-пĕр çĕрте вара хирург пулăшăвĕ те кирлĕ. Лару-тăрăва питĕ хăвăрт - пĕр уйăхра, çур çулта - йĕркелĕпĕр тесе шантармăп, анчах çитес 5 çулта медицинăри ĕç-пуç палăрмаллах лайăхланмалла.
Çурт-йĕр туянмалли майсем анлăланаççĕ
- Чăваш Ен - строительство отраслĕнчи лидерсен йышĕнче. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Паян нумай çурт-йĕр туни çителĕксĕр, вăл йỹнĕ те пулмалла. Чăваш Ен çак тĕллеве пурнăçлама вăй çитерет-и?
- Цифрăсенчен пуçлам. Юлашки çулсенче Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 106 пин ытла тăваткал метрпа танлашакан 1986 хваттерне хута янă, вĕсенче пилĕк пин ытла çын пурăнать. Унти аренда хакĕ потребитель рынокĕнчинчен 2-3,5 хут пĕчĕкрех. Пĕтĕмпех пурăнмалли лаптăкран, хваттерти пỹлĕмсен шутĕнчен килет.
Республикăра пурăнакансем кĕçех "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программăпа тунă хваттер туянма пултарĕç. Икĕ çулта çак программăпа 5 пине яхăн çемье валли 210 пине яхăн тăваткал метр çурт-йĕр пулĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ: пĕр тăваткал метр хакĕ 35 пин тенкĕрен иртмĕ.
Уйрăммăн палăртатăп: Чăваш Ен çĕршывра чи малтанхисен шутĕнче çак проекта хутшăнать.
Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ пысăк пулни вăрттăнлăх мар. Ку республика экономикин йăлана кĕнĕ отраслĕсенчен пĕри, республика экономикин аталанăвĕн чăн-чăн локомотивĕ. Строительствăна хывакан кашни тенкĕ çывăх отрасльсенче 10 тенкĕ таран кỹрет. Юлашки çулсенче эпир федерацин Атăлçи округĕнче кашни çын пуçне тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕпе малтисен йышĕнче. Паян çак кăтарту кашни çын пуçне 0,7 тăваткал метрпа танлашать.
А.КУЗИН калаçнă.
Малалли хаçатăн çитес номерĕнче пулĕ.