21 августа 2015 г.
Августăн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи "Пилеш" ача сачĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнине пĕлтĕм те савăнтăм. Укçа-тенкĕ пулăшăвне çулленех республикăри 20 вĕренỹ учрежденине вĕрентỹ сферинчи инноваци проекчĕ-сене пурнăçа кĕртме параççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче "Пилеш" ача сачĕ иккĕмĕш хут 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Унсăр пуçне ача сачĕсен территорине хăтлăх кỹме йĕркеленĕ республика конкурсĕнче 15 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕччĕ. 2011 çулта ача сачĕ "Ача сачĕсем - ачасене" Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕнче "Ялти чи лайăх ача сачĕ" номинацире виççĕмĕш тухнă. "Чи лайăх воспитатель" номинацире пĕр воспитатель лауреат пулнă, тепĕр воспитателе конкурса активлă хутшăннăшăн Тав сăмахĕ панă. 2014 çулта ача сачĕ "автохулапа" пуянланнă. Унпа педагогсем вĕренỹпе воспитани юхăмĕнче анлă усă кураççĕ. Ку кăтартусем ача сачĕн пурнăçĕ пĕр вырăнта тăнине пĕлтермеççĕ пулĕ. Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсем хăйсен пĕлĕвне тăтăшах ỹстерсе тăраççĕ, тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Районти ытти педагогсем те укçа ĕçлесе илме пĕлсен хăйсене те, района та лайăх кăна пулмаллаччĕ те.
Çавăн пекех "Пилеш" ача садĕнче ăслă-тăнлă ачасемпе тĕллевлĕ ĕçле-мелли уйрăм тытăм та йĕркеленĕ. Çакăн пек ачасем валли "Мухтав саманчĕ", "Вулакансен конкурсĕ", ỹкерчĕксен ку-равĕсем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ йышши мероприятисенче ачасем хăйсен нумай енлĕ пултарулăхне кăтартса пама тăрăшаççĕ. Сăмахран, педагог-психолог хăш-пĕр ачасем валли "Умники и умницы" хушма заняти те ирттерет. Çакна курса ытти ĕçченсен те куна ирттерессишĕн мар, малашлăх пирки шутласчĕ.
А.ОРИНОВА.